Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 28 ялта сăпка сиктермен

09:11 20 января 2016 г.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн çулталăксеренхи пĕтĕмлетÿллĕ кăтартăвĕсем шухăша яраççĕ: каплах пулсан çывăх çулсенче Вăрнар район халăхĕ самаях катăлать.

Пĕлтĕрхи кăтарту – юлашки вунă çулти чи япăххи: пурнăçран уйрăлакансем çут тĕнчене килекенсенчен икĕ хута яхăн пысăкрах (616–320). 28 ялта – Малти Кăкшăмра, Мăн Хирлепре, Кăмпалта, Пайăкра, Чăрăшкас Хирлепре, Юпшик Ялтăрара, Авăрçырминче, Иртеменкассинче, Етруккасси Мăратра, Юлапăшра, Волонтерта, Кĕперлĕ Кÿлхĕрринче, Вăрман Шăхалĕнче, Пĕнер Айкăшра, Ярмушкара, Мăн Элменте, Уйкас Юнтапара, Хураçырмара, Шăхальте, Тимĕрçкассинче, Кив Сăрьелте, Çĕн Кипекре, Вăрман Кипекре, Çĕн Сăрьелте, Услантăр Енĕшре, Туçи Мăратра, Утарта, Ишлĕре пĕр ача та çуралман.

Çав вăхăтрах ку ялсенчен Вăрман Кипекре, Юпшик Ялтăрара тата Тимĕрçкассинче тăватшар, Ярмушкара çиччĕн, Мăн Элменте пиллĕкĕн вилнĕ. Ыттисенче сахалрах е пурнăçран уйрăлакан пулман.

Ял-хула тăрăхĕсемпе илес пулсан, пĕлтĕр халăх хăй хальлĕн ÿсни пĕчĕк процентпа пулин те Малти Ишекре кăна: 17-ĕн çуралнă, 16-ăн вилнĕ. Ачасем ытларах çуралнă поселенисенче те – Вăрнарта (114), Калинино (19), Ершепуç тата Вăрманкас (18), Упнер (15) – леш тĕнчене каякансем икĕ, виçĕ хут ытларах. Ыттисенче те çакнашкал кăтартăвах.

Вăрнар халăхĕн йышĕ чакнин тĕп сăлтавĕсенчен ытларахăшĕ каллех тулашри енсем: инкексенче, наркăмăшланса, сурансене пула 114 çын автансăр яла кайнă. Нерв тытăмĕн чирĕсене пула 70, шыçăсенчен 53, вар-хырăм чирĕсенчен 51 çын пурнăçĕ татăлнă.

Юлашки виçĕ çул кăтартăвĕсене танлаштарсан: 2014 çулта 419 ача çуралнă, 585-ĕн вилнĕ, 2013-мĕшĕнче – 431: 590. Çакă кăсăклă: 2013 – 2015 çулсенче çичĕ ялта сăпка сиктерме пĕр ача та çуралман – Малти Кăкшăмра, Кăмпалта, Юлапăшра, Чăрăшкас Хирлепре, Волонтерта, Кĕперлĕ Кÿлхĕрринче, Кив Сăрьелте.

Виçĕ çулта Вăрман Шăхалĕнче кăна халăх йышĕ улшăнман.

Районти демографи тăрăмĕ кашнинех шутлаттарма тивĕç. Халăх йышне сыхласа хăварасси, ÿстересси уйрăм çынсенчен нумай килет, çавăнпа та харпăр хăйне упраса пурăнасчĕ, сиенлĕ йăласенчен писесчĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика