09:39 16 января 2016 г.
Çĕнĕ çул каникулĕнче тултарнă юр, юнкун çĕрĕ-кунĕпе алхаснă çил-тăман Вăрнар çыннисен чунне каллех тарăхупа тултарчĕ – автоçулсем çинче юр пăтă пек çăрăлать, тротуарсене çынсем хăйсем такăрлаççĕ...
Тунтикун ĕçе кайма тухнă халăх çуран та, автомашинăпа та тарăн юр ашрĕ. Шел те, каникул вăхăтĕнче тĕп урамсенче çул хыракан техника курăнмарĕ. К.Маркс урамне кăна вырсарникун кăнтăрла иртсен хыркаланçи турĕç. Первомайски, Ашмаров, Комсомольски, Советски урамсенче вара хушшăн-хушшăн юр хÿсех лартрĕ. Автомашинăсем пĕр-пĕрне ирттерес тесе ашăмра темччен чакаланчĕç.
Аукцион пăтăрмахĕсем пирĕн района тĕрĕслеççĕ тейĕн. Ăна пулах, тĕрĕсрех, объектсене таса мар чунлă подрядчиксем выляса илнипе, Вăрнарта нумай ачаллă çемье валли çурт хăпарса çитмерĕ, ача сачĕн строительстви тепĕр çулталăка тăсăлчĕ, халĕ ак юр аштарать. Тĕп, пысăк урамсене – Советски, Ашмаров, Комсомольски тата Первомайски урамĕсене – тасатма торгине Шупашкарти «Комплексные инновационные технологии» фирма выляса илнĕ иккен. Кунтан та тĕлĕнмелли – документсене йĕркелесе пĕтермен тесе ĕçе пачах та пуçăнманни.
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе ку çулсем çинче вырăнти организацисен хăйсен техникипе ĕçлеме тиврĕ.
Юнкунхи çанталăк каллех çул-йĕр ăстисен чунлăхне тĕрĕслерĕ. Уйрăм секторта, нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсенче юр хÿмисемпе вирлĕн кĕрешрĕç пулсан, тĕп урамсем каллех чылай ыйту çуратрĕç.
Шел те, çанталăк лăпланнă хыççăн та вĕсене йĕрке кĕмерĕ, çиелтен кăна, пĕчĕк техникăпа хырнипе çулсем çинче çаплипех юр пăтти çăрăлать, чылай лаптăк таканана аса илтерет.
Чылай-чылай хулара çулсем ансăрланассине сирес тата тротуарсене хуплас мар тесе юра ятарлă техникăпа тиесе тухаççĕ. Пирĕн патра ку йăлана нихăçан та кĕтсе илесси пулмĕ, çулсене чунтан, якарах хырсан та тем пекехчĕ...
Светлана ЧИКМЯКОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии