Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕр ĕмĕр паттăрĕ

09:50 13 января 2016 г.

Çĕнĕ çул Чăрăшкас Мăратри Степановсен çемйинче пысăк пулăмпа пуçланчĕ – çемье пуçĕ, вăрçă паттăрĕ Василий Степанович Степанов 100 çул тултарчĕ

Василий Степанович юлашки вăхăтра çĕршывăн тĕп хулинче, Мускавра, пурăнать пулин те Вăрнар районне нихăçан та чĕререн кăлармасть. Пĕлтĕр вăл Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулне тăван тăрăхра кĕтсе илчĕ, районăн тĕп парадĕнче ытти вăрçă участникĕпе пĕр ретре хастаррăн утрĕ.

– Çуралнă çĕршыва килесех килет, – терĕ вăл юбилей кунĕнче Чăршкас Мăратра та, Вăрнарта та çулсеренех пулнине палăртса.

Тĕрĕссипе, Василий Степанович хăй вăхăтĕнче районта ырă йĕр хăварнă. Ялти, Çĕрпелти шкулсене ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ăна ял Совечĕн секретарьне уйăрса лартнă. Лайăх ĕçленĕренех Çĕрпÿне налук инспекторне вĕренме янă. Алла специальноç илсен салтака кайма ят тухиччен ку ĕçре тăрăшнă.

Инçет Хĕвелтухăçĕнче пуçланнă служба тĕнчене кисретнĕ хăрушă вăрçă тапхăрне килнĕ. Чуна çÿçентерекен хыпара старшина шăпах салтаксене апата илсе кайнă вăхăтра илтнĕ. Хыççăнах – командовани приказĕ: çапăçма туллин хатĕрленмелле. Фронта кайма ят тухнисене Калугăна çитернĕ. Василий Степанович вăрçă вут-çулăмне I Украина фрончĕн йышĕпе кĕнĕ. Аманнă. Хыççăн II Белорусси фронтне лекнĕ, чылай хулана ирĕке кăларассишĕн хаяр çапăçусене хутшăннă. Аслă сержант, пулемет батальонĕн командирĕ пулнă.

Аслă Çĕнтерĕве Белград çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Анчах тăван яла тÿрех таврăнман, яппун агрессорĕсемпе вирлĕ кĕрешнĕ.

Çĕнтерÿçĕ-салтак çуралнă киле 1946 çулта таврăннă. Унччен те ĕçпе палăрнă Василий Степановича тÿрех ГОССТРАХăн районти уйрăмĕн пуçлăхне лартнă. Кунта вăл, тен, тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă пулĕччĕ, анчах та пултаруллă ертÿçĕне 1962 çулта Красноярск крайне куçарнă, кунтах пенсие тухнă.

1980 çулта шăпа ăна Мускава илсе çитернĕ. Ку вăхăтра ун ывăл ачисем, шăллĕ кунта пурăннă. Вăрçă участникне те тĕп хулара хваттерпе тивĕçтернĕ.

Ачисем тенĕрен, Василий Степанович мăшăрĕпе ултă ачана кун çути панă. Шел, асли, çамрăклах пурнăçран уйрăлнă.

Ыттисем, тĕрлĕ çĕрте тĕпленнисем, Çĕнĕ çул каникулĕнче юбилей сĕтелĕ тавра пурте Вăрнарта пуçтарăнчĕç. Юратнă ашшĕн вăрçăри паттăрлăхшăн тивĕçнĕ сумлă наградисем çумне 100 çул тултарнă ятпа медаль çакса ячĕç. Мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем ыталаса саламларĕç.

– 100 çул та тăватă кун пурăнатăп ĕнтĕ. Хальлĕхе хама аванах туятăп, – терĕ вăл ун чухне.

Хăй ĕмĕрĕнче нушине те, выçлăхне те пайтах курнă, анчах та чун-чĕре çирĕплĕхне сыхласа хăварма пултарнă. Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхне вăл хăй нихăçан та ĕçкĕпе айкашманнипе, чĕлĕм туртманнипе çыхăнтарать.

Унра тепĕр лайăх ене те тÿрех асăрхарăм. 54 çул вырăссем хушшинче пурăнать пулин те теприсем пек вырăсланман вăл – чăвашла тип-тикĕс калаçать. «Мухтанчăк çынсем кăна тăван чĕлхене манаççĕ, хăйсем аслă чĕлхепе калаçаймаççĕ пулин те», – тет вăл.

Тĕп хулара вăл Лена мăнукĕн çемйипе пĕрле пурăнать, хăйне куç пек упранишĕн хĕпĕртенине пытармасть. Ăсĕ-тăнĕ çивĕч, чылай датăна, ят-хушамата астуни тĕлĕнтерчĕ. Мускавран Вăрнара поездпа хăех çитет.

– Малалла пурăнма тăван тăрăхран хавхалану туйăмĕ илсе каятăп, – терĕ вăл сывпуллашнă май.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика