Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хăнăхнă ĕç йывăрлăх кÿмест

16:12 22 декабря 2015 г.

Районти хуçалăхсемпе фермерсем выльăх-чĕрлĕх хĕл каçарма апат çителĕклĕ хатĕрленĕ-и? Вĕсене хальхи вăхăтра тутă тăратаççĕ-и? Çак тата ытти ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе çула тухрĕç те ĕнер районти ветеринари станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев, «Агро-инноваци» организацин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Евгений Алексеев, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов.

Малтан палăртса хунине тĕпе хурса Алексей Фадеев фермер хуçалăхне çитрĕç. Шел пулин те, ертÿçĕ хăйĕн ĕçĕпе Вăрнара кайнăран, вырăнта пулмарĕ. Çавăнпа та пирĕнпе Наталья Самуилова доярка (ÿкерчĕкре) калаçма кăмăл турĕ. Ырă кăмăллăскер, ферма ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

– Ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Эпĕ доярка тивĕçне пĕчченех пурнăçлатăп, – терĕ Н.Самуилова.

– Фермăра выльăх йышĕ пур-çке. Ĕнесене суса ывăнмастăр-и? – ыйту пачĕ районти ветеринари станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев.

– Хăнăхнă ĕнтĕ, – кĕскен хуравларĕ хĕрарăм.

Наталья Самуилова фермăра мăйракаллă шултра выльăхсем 42 пуç пулнине, вĕсенчен 23-шне сунине пĕлтерчĕ. Фадеев фермер хуçалăхĕнче иккĕмĕш çул ĕçлет. Вăл хăй вăхăтĕнче техникум пĕтернĕ, агроном специальноçне алла илнĕ. Пурнăçа пĕлейместĕн-çке, шăпа икĕ ача амăшне фермăна çавăрса çитернĕ. Уншăн пачах та ÿкĕнмест. Ялта çитĕнсе ÿснĕ те – нимĕнле ĕçрен те хăрамасть.

– Кашни ĕнерен миçе килограмм сĕт суса илетĕр? – интересленчĕç тĕрĕслевпе пынисем.

– Пĕрисем çирĕм, теприсем вăтăр килогамм параççĕ. Тĕрлĕрен пулать. Йăлтах ĕнерен килет, – ăнлантарчĕ ферма ĕçченĕ.

Фермăра пĕччен вăй хумасть, ăна пулăшакансем те пур. Вĕсен тĕп тивĕçĕ – выльăх-чĕрлĕхе тутă тăратасси тата витене тасалăхра тытасси. Ферма ĕçченĕсем выльăх пăхма юратни, тислĕке тасатма ÿркенменни тÿрех палăрчĕ.

– Çынна ĕç кирлĕ. Акă фермăра вăхăт шунине те сисместĕп. Анчах ĕç вырăнне çитрĕм пек. Пăхатăн та – тавралăха каç чатăрĕ те карса илнĕ. Ĕçленĕшĕн нихăçан та вăй пĕтмест. Выльăхсене пăхма чăннипех те интереслĕ, – шухăшне уçрĕ Наталья Самуилова.

Тĕрĕслевпе пынă арçынсен ушкăнĕ дояркăна ÿсĕм тума ырлăх-сывлăх сунчĕ. «Çĕнĕ çул сире ăнăçу кăна парнелетĕр»,– терĕç сывпуллашас умĕн. Хĕрарăмăн чĕрине ăшă сăмахсем хускатрĕç пулинех, сăн-пичĕ çав самантрах хăйĕн çине хĕвел çути ÿкнĕн çуталчĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика