Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пултарулăхĕ иксĕлми, ĕçĕсем капăр

16:10 22 декабря 2015 г.

Çĕнĕ çул çывхарса килнин палли кашни утăмра тенĕ пекех сисĕнет. Предприятисем çеç мар, уйрăм çынсем те хăйсен çурчĕсене, чÿречисене тĕрлĕ мелпе илемлетеççĕ.

Алăстисен фантазийĕ вара тата пысăкрах. Çĕрпел хĕрĕн, халĕ Вăрнарта пурăнакан Эмилия Миговарован ĕçĕсемпе ак киленсе тăранаймастăн. Алăк çине çакмалли Çĕнĕ çул кăшăлĕсем мĕн тĕрли кăна çук пулĕ: хыр йĕкелĕсемпе, елка теттисемпе, хăюсемпе, тĕрлĕ ÿкерчĕксемпе илемлетнисем.

Çамрăк тăрăшнипе Çĕнĕ çул сĕтелĕн тĕп шерпечĕн – шампань эрехĕн кĕленчи валли те хитре, чаплă тумсем çĕленнĕ. Вĕсем Хĕл Мучи тата Юрпике сăнĕллĕ. Çурта тыткăчĕсем тата еплерех илемлĕ! Килте усă курма та, туссене парнелеме те мĕнлерех аван вĕт.  

Алăпа ăсталанă ĕç пахалăхлăрах та, ыттисенчен урăхларах та, хитререх те. Эмилия арçын ачасем валли çĕленĕ лĕпĕш-галстуксене урăх ниçта та тупаймăн. Çĕвĕ ĕçĕ патне те алли ларнине хĕрачасем валли çĕленĕ бал юбкисенче аван куратăн. Вĕсене тăхăнсан кашни хĕрпĕрчи хăйне принцесса пек туйĕ.

Пултаруллă çамрăк пирки калас пулсан, унăн япалисем ку уявпа кăна çыхăнман. Ытларахăшĕ – кил-çурта хăтлăх кĕртмелли япаласем, сувенирсем... Акă, çаккăçсенчен (прищепка) ăсталанă чечек куршакĕ. Кунтах туй машини çине лартмалли «чĕресем».

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн ăста алăсем Георгий лентине эрешлесе çĕленĕ.

Ăçтан вăхăт тупать-ши, тейĕç вулакансем. Лавккара ĕçленĕ май, клиентсем çук чухне алă усса лармасть – тÿрех ĕçе пуçăнать. Хăш-хăш япалан эскизĕсемпе Интернетра паллашать, анчах та нумайăшне хăй шутласа тупнă.

Пултаруллă çын пур енчен те пултаруллă тесе ахальтен каламан пулĕ. Хĕрсен кирек мĕн тăршшĕ çÿçĕнчен те шедевр-прическа тума пултарать. Ку ĕçе ытларах та кăмăлланăран пулĕ хăйĕн хĕрпĕрчи çуралнăшăн савăнать.

Турри ăна чăннипех веçех панă: сăн-пуçне те, талантне те, кăмăлне те. Маларах та палланăран унра нихăçан та мăнкăмăллăха, çынсемпе сиввĕн калаçнине курман. Кунта ашшĕ-амăшĕн тивĕçлĕ ĕçĕ пытаннă, вĕсем хĕрне тĕрĕс воспитани панă.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика