Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хамăр халăха упрамалла!

15:56 18 декабря 2015 г.

Юнкун районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче патшалăх влаç, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тимлекенсем хутшăннипе йышлă тĕлпулусем иртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Калининăра психоневрологи интерначĕн, шкул-интернат коллективĕсемпе тата сала çыннисемпе, Вăрнарта район активĕпе тата 1-мĕш шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ темăсем яланхиллех пĕлтерĕшлĕ, çивĕч. Леонид Григорьевич Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Федераллă Канаша янă Çырăвĕнчи самантсене халăх патне çитернĕ май, вĕсем район çыннисене те шухăшлаттарма тивĕççине, вĕсем пирĕн пурнăçăн çывăх çулсенчи аталанăвне кăтартнине палăртрĕ. Çивĕч ыйтусенчен пĕри – тĕнчере терроризм юхăмĕ вăй илсе пыни. Чи хăрушши – çамрăксене зомбилени, вĕсенче аркату-вĕлерÿ туйăмĕсене ÿстерни. Республикăра та кунашкал тĕслĕх пулнă. Шупашкарпа Канаш хулисенче пурăннă виçĕ çамрăк пĕр террор организацийĕн пĕрлĕхĕсене тата «Тауба» ислам обществине йĕркелеме, вĕсем урлă ислам тĕнĕпе халифат идейисене сарма пикеннĕ. Леонид Григорьевич çавăн пекех импорта улăштарасси кăна мар, хамăр тавара экспортласси те кирлĕ ыйту пулнине каларĕ. «Пирĕн регион тырпул ÿстерессипе мухтанма пултараймасть, анчах та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе малалла пысăк утăм тума пултаратпăр», – терĕ вăл производство технологийĕсене çĕнетмелли çине тĕрев туса. Экономикăна, çынсен тивĕçлĕ пурнăç шайне каялла туртакан сăлтавсенчен пĕри вăл – ĕçлекенсене «конвертпа» шалу тÿлени. Районта ку ыйтăва çирĕп тимлĕхе илнĕ пулин те «хура» чунлă пуçлăхсем пурпĕрех тупăнкалаççĕ. Вĕсене ятарлă комиссие чĕнеççĕ, вырăна тухса тĕрĕслеççĕ. Çакă лару-тăрăва ырă енне улăштарма пулăшать – бюджета кăçалхи тăхăр уйăхра акă 66,1 пин ытла тенкĕ пырса кĕнĕ. – «Сăрă» ĕç укçи тÿлекенсене тăрă шыв çине кăлармалла, вĕсем «пытарса» хăваракан укçапа социаллă программăсемпе чылай ĕç пурнăçлама пулĕччĕ, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Путин амăшĕн (çемье) капиталĕн программине икĕ çуллăха тăснине, паллах, ырламалла. Çакă пирĕн районта та демографи тăрăмне лайăхлатас ĕçе витĕм кÿме пултарĕ. Пĕтĕм республикипе халăх шучĕ хăйхальлĕн ÿссе пынин ырă тенденцийĕ тытăнса тăрать пулсан, Вăрнар районĕнче ку кăтарту чи начарри. Кăçал ак пĕлтĕрхинчен 100 ача сахалтарах çуралнă, пурнăçран уйрăлакансем ытларах. Лару-тăру ялсенче йывăр – нумай ялта çамрăксем тытăнса тăмаççĕ. Поселокра, хăш-пĕр поселенисенче кăтарту, паллах, аван. Вĕсенче кĕçĕннисене ача сачĕсене вырнаçтарас ыйту та çивĕч тăрать. Вăрнарта ак çак кунсенче 145 вырăнлăх садик хута кайрĕ, черет самаях чакрĕ темелле. Пăртасра вара шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденине 50 ытла ача вырăн кĕтет. «Тишкерÿ тăвăпăр, тен, малашлăхра пĕр-пĕр ялта та ача сачĕ хăпартма тивĕ», – палăртрĕ Леонид Николаев. Паллах, демографи лару-тăрăвĕ, çемьесен тăнăçлăхĕ çынсен пурнăç йĕркинчен те нумай килет. Чăваш ен, шел те, эрех-сăра ĕçессипе «палăрса» тăрать – халăх пурнăçран уйрăлнин пысăк пайĕ ку сăлтавпа çыхăннă. Вăрнар тăрăхĕнче те кунĕн-çĕрĕн ĕçкĕпе кăна пурăнакансем нумай. Вĕсем, ниçта та ĕçлеме ÿркенекенскерсем, çынсенчен усал шĕвеке илме укçа тилмĕрме те именмеççĕ. Тепĕр çивĕч ыйту – пахалăхсăр алкоголь тата спирт продукцине саккунсăр сутни. Алăран илекен шĕвексем пурнăç хакне тăма пултарнине Раççейри чылай регионта суррогат ĕçсе вилнĕ тĕслĕхсем аван çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та информушкăна ертсе пыракансем асăрхаттарнине кашниех ăса хывма тивĕç. Районта саккунсăр майпа сăмакун-эрех сутакансене тупса палăртассипе тĕллевлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Профилактика субъекчĕсенче ял-хула поселенийĕсенчи кунашкал «хура» ĕçпе ĕçлекен çынсен списокĕ пур. Вĕсене кашни çулах полицин «Вурнарский» пайне те тăратаççĕ. Кăçал акă кунашкал икĕ преступление шута илнĕ, административлă 9 ĕç пуçарнă. «Ман шутпа, сăмакунçăсене çирĕпрех пăркăчламалла, – хĕрÿллĕн калаçрĕ Леонид Григорьевич. – Пирĕн хамăрăн района, хамăрăн çынсене упрамалла. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем йĕркене сыхлассипе мĕнпур рычагсемпе усă кураççĕ пулин те çынсен хăйсен пурнăçĕшĕн хăйсен яваплă пулмалла», – терĕ вăл халăха ырă тĕслĕхпе массăллă спорта ытларах явăçтармаллине палăртса. Умра – Çĕнĕ çул уявĕсем. Нумайăшĕ ăна шавлă, чарăнми ĕçкĕсенче ирттерет. Çавăнпа ку вăхăт тата тепĕр ыйтăва çĕклеме хистет. Асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Александр Шурдеев пĕлтернĕ тăрăх, юлашки пилĕк çулта çак тапхăрта пушарсен шучĕ яланах ÿсет, вĕсенче кашни çулах çынсем вилнĕ тĕлĕхсем пулнă. Электроприборсемпе, кăмакасемпе усă курнă чухне тимлĕ пулмаллине аса илтернипе пĕрлех вăл пиротехникăпа та асăрхануллă пулма ыйтрĕ, вĕсене ачасене тыттарма юраманнине, сутуçăсенчен сертифиакатсем ыйтмаллине астутарчĕ. Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕн Людмила Редькован ыйтăвĕ ытларах 48 çултан çамрăкрах çынсене пырса тиврĕ. Вăл пенсин пухăнакан пайне мĕнле йĕркелемеллине ăнлантарчĕ. Паллах, кунашкал тĕлпулусенче халăх хăйне хумхантаракан ыйтусене те çĕклет. Калининăсем акă Мăн Çавал урлă кĕпер халĕ те хывăнса пĕтменнишĕн пăшăрханаççĕ. Кансĕрлĕхĕ кунта подрядчиксемпе килĕшĕве пăрахăçланипе, урăххине палăртма торги иртнипе çыхăннă. Ку поселенире пурăнакансем çавăн пекех ялсем хушшинче вак чул сарнă çулсем хăпартма пулăшма ыйтаççĕ, салари автозаправкăри бензин пахалăхĕ япăх пулнине палăртаççĕ. Вăрнарсене çулсем япăх пулни, каçсерен поселок урамĕнче çутă çав тери начар çунни пăшăрхантарать... С.ЧИКМЯКОВА. Пĕрлехи информаци ушкăнĕн членĕсем – Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн тата Канашри территори уйрăмĕн ертÿçисем Надежда Луговская, Светлана Московская, Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ Владимир Афиногентов, район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова, Калинино райпо канашĕн председателĕ Венера Николаева – Уйкас Кипек, Кĕçĕн Кипек, Малти Ишек ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвĕн ячĕпе çырнă Çырăва тишкернĕ май пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вĕсем – тĕнче шайĕнчи терроризмпа кĕрешесси, экономика йывăрлăхĕнчен тухасси, бизнеса аталантарасси, шалти рынока хамăр туса илекен паха апат-çимĕçпе туллин тивĕçтересси, пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртесси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, çынсен пурнăç тăршшĕне ÿстересси. Информаци кунĕнче суя эрехе сутассине чарассипе яваплă органсен те, уйрăм çынсен те тăрăшмалли пирки хĕрÿ калаçу пулчĕ. Усламçăсем, пуяс ĕмĕтпе пурăнакансем, этем сывлăхĕ пирки пачах шухăшламаççĕ. Пахалăхсăр алкогольлĕ продукцие вăрттăн туса кăларса йÿнĕрех хакпа сутаççĕ. Суя эрех туянни хакла кайса ларать, ĕç-пуç вилĕмпе вĕçленме пултарать. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская каланă тăрăх, пысăк суту-илÿ организацийĕсем хăйсен ят-сумне ярасран сыхланаççĕ, суррогатлă эрех-сăра сутмаççĕ. Уйрăм çынсенчен, Интернет урлă пахалăхсăр алкогольлĕ продукци туянас хăрушлăх пысăкрах. Республикăра акă «Баккарди» суя эрех ĕçсе виçĕ çын вилнĕ хыççăн яваплă органсем синкерлĕ ĕçе тĕпчессипе хытах тимленĕ. Тăрăшни сая кайман. Чăваш енре суррогатлă алкоголь 40 пин кĕленче тупса палăртнă. Лабораторире тĕпченĕ хыççăн çакă паллă пулнă – ром, виски, коньяк, эрех тесе сутакан шĕвексенче метил спирчĕ тупнă. Вăл наркăмăшпа тан. Алкогольте 17-25 процент метил пулсан çын пурнăçне çăлма çук. Ялсенче çăмăл укçа ĕçлесе илес текенсем çук мар. Сăмакун юхтарса тупăш илесшĕн вĕтĕленеççĕ, пахалăх пирки пуç ватмаççĕ. Тĕпчев ирттерни сăмакунта сывлăхшăн сиенлĕ, ăс-тăна минретекен япаласем – бензин, техника спирчĕ, дихлофос – пуррине кăтартнă. Суя эрех, сăмакун сутнине пĕлсен Надежда Луговская полицие, прокуратурăна е Роспотребнадзорăн вырăнти уйрăмне ят кăтартмасăр (анонимлă) та пĕлтерме юранине çирĕплетсе пачĕ. – Тăван-хурăнташ, кумсем пулнине пăхса ан тăрăр. Чи малтан аçăр-аннĕр, мăшăрсен, ачăрсен сывлăхĕ пирки шутлăр. Суя эрех, сăмакун сутакансене явап тыттармаллах, тĕрĕс çул çине тăратмаллах, – терĕ вăл. Умра – Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем. Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ Владимир Афиногентов инкек-синкек пуласран, вут-çулăм ялкăшасран тимлĕхпе асăрханулăх çинчен манмалла маррине аса илтерчĕ. Информаци кунĕн темисемпе калаçнă хыççăн Услантăр Енĕшре, Туçи Çармăсра, Малти Ишекре пурăнакансем çивĕч ыйтусем хускатрĕç. Акă услантăр-енĕшсем лавкка хупă тăнипе питĕ кăмăлсăр. ,çлекен сутуçă пулманран Калинино райповĕ лавкка çуртне пĕр предпринимателе арендăна панă пулнă. Лешĕ суту-илÿпе тимлеме шантарнă, анчах унăн ĕçĕ-хĕлĕ ÿсĕнмен. Калинино райпо канашĕн председателĕ Венера Николаева каланă тăрăх, ял халăхĕн йышĕ 100-тен сахалрах пулсан лавкка тытма тăкаклă иккен. Ку хурав, паллах, услантăр-енĕшсене тивĕçтермерĕ. – Эпир ватăлсах пыратпăр, выльăх-чĕрлĕх тытаймастпăр. Лавкка пулмасан пирĕн мĕн çисе пурăнмалла? – терĕç аслă ăрурисем. – Уйкас Кипекри лавккана пĕрмаях такси тытса çÿрейместпĕр ĕнтĕ. Венера Николаева йывăрлăхсене пăхмасăр лавкка уçассипе, тавар ассортиментне пуянлатассипе тăрăшма шантарчĕ. Туçи-çармăссене Кĕçĕн Кипек тăрăхĕнче демографи лару-тăрăвĕ япăхланса пыни пăшăрхантарать. Шкула пилĕк ялтан çÿреççĕ пулин те ачасен йышĕ пĕчĕк. Паянхи кун Туçи Çармăсри пĕлÿ çуртĕнче 31 ача ăс-тăн пухать. Çамрăксем вĕренсе тухса диплом илсен е çурт-йĕр çавăрма патшалăх пулăшăвне тивĕçсен ялта юлмаççĕ, хулара тĕпленме тăрăшаççĕ. Малти-ишексен сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйту пулчĕ. Вĕсем каланă тăрăх, район тĕп больницинче УЗИ тĕпчевĕ витĕр тухас тесен вăрăм черете тăма тивет. Тепĕр чух уйăх ытла кĕтмелле. Малти-ишексем тÿлевлĕ йышăнакан УЗИ кабинечĕ уçма май килмест-ши тесе кăсăкланчĕç. Е.ПОРФИРЬЕВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика