15:55 18 декабря 2015 г.
«Вăрнар лесничестви» патшалăх учрежденийĕнче тата шалти ĕçсен районти пайĕнче тимлекенсем лăсăллă йывăçсене саккунсăр майпа касассине чарса лартас тĕллевпе рейд ирттереççĕ.
Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 260-мĕш статйипе килĕшÿллĕн вăрман çинчен калакан саккуна пăсакансем административлă тата уголовлă майпа явап тытаççĕ.
Чăрăша е хыра саккунсăр каснăшăн уйрăм çынна – 3 пин тенкĕрен пуçласа 4 пин таран, должноçрисене – 20 пин тенкĕрен тытăнса 30 пин таран, предприяти-организацисене – 50 пин тенкĕрен 100 пине çитиех штраф тÿлеттереççĕ.
Каласа хăвармалла, хула таврашĕнче, юханшыв, федераци çулĕ хĕррипе ÿсекен лăсăллă йывăçсене кассан, сăтăрла ĕç тунă чух автотранспортпа тата ытти техникăпа усă курсан кĕсьене тата ытларах «çÿхетме» тивет. Штрафсăр пуçне лăсăллă йывăçсене касакана вăрман фондне сиен кÿнишĕн те тÿлеттереççĕ. Тăкак сумми 5 пин тенкĕ е ытларах пулсан уголовлă явап тыттараççĕ.
Вăрнар лесничестви.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии