15:51 18 декабря 2015 г.
Декабрĕн 22-мĕшĕнче Раççей Пенси фончĕ йĕркеленнĕренпе 25 çул çитет
Чĕрĕк ĕмĕрти аталану çулĕ кăсăклă. Çулсеренех фонд çĕнĕ тивĕçсемпе пуянланчĕ, çĕнĕ тĕллевсене ĕçе кĕртнĕ. Шăпах вăл паян ансат мар социаллă йышăнусене пурнăçлать.
Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕнче паян 985 страхователь шутланса тăрать, вăл шутран 282-шĕ – юрсăпатсем, 91-шĕ – уйрăм предпринимательсем-ĕçпе тивĕçтерекенсем, 612-шĕ – палăртнă виçепе тÿлесе тăракансем (уйрăм предпринимательсем, фермерсем, адвокатсем, нотариуссем). Пенси тытăмĕнче страховательсене пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕсем валли хăтлă условисем йĕркеленĕ, регистраци йĕркине ансатлатнă, «Тÿлевçĕ пÿлĕмĕ» электронлă сервис уçнă.
Çынсем акă Интернет урлă пенсие хăйсем патне мĕнле çитермеллине суйлама пултараççĕ. Пилотлă проекта хамăр районта алла илнисем те пур. Пенси илсе тăракансем районта 10150 пин ытла çын. Федераллă çăмăллăхçăсем 3059-ăн.
Пенси фончĕ паян граждансене учета илес тĕлĕнмелле тытăмпа ĕçлет. Ача ак тин çуралнă – ăна обязательнăй пенси страховани тытăмĕнче регистрациленĕ те. СНИЛС номерлĕ симĕс карточка – çурални çинчен калакан свидетельство хыççăн пурнăçри иккĕмĕш документ. СНИЛС паян социаллă, медицина, вĕрентÿ тата ытти тивĕçтерÿсене илнĕ чухне сведенисене кăтартакан пĕрлехи идентификатор та. Вăл çамрăксене вĕренме кĕме те, çуллахи вăхăтра ĕçлеме те, страховани хывăмĕсем тин пухăнма пуçласан та кирлĕ.
– Пенси мĕнле йĕркеленнине аслă классем паян Пенси фончĕн Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ проекчĕ тăрăх аван пĕлеççĕ. Шкул ачисем электронлă сервиссемпе туслă, – палăртать районти управлени ертÿçи Людмила Редькова.
Электронлă сервис тенĕрен, ку мелпе йышăнăва çырăнас, документсем хатĕрлеме ыйтакансем йышланнă.
Хевтесĕр клиентсен нушине ăнланса «Меллĕ хутлăх» федераллă программăна пурнăçласа районти управление кĕрсе тухма условисем туса панă.
Темиçе çул ĕнтĕ васкавлă пенси пулăшăвĕн программипе пенси фончĕн ĕçченĕсен килĕсерен тухса çÿрес практика пур. Куçса çÿрекен клиент служби çынсене вырăнта консультацисем парать, заявленисем йышăнать.
– Раççей Пенси фончĕ 2000 çултанпа регионсен социаллă программисене укçа-тенкĕпе пĕрлешсе пулăшать. 2007 çултанпа акă амăшĕн (çемье) капиталĕн патшалăх сертификачĕсене парать, районта вĕсене 2000 ытла çемье тивĕçнĕ. Çавăн пекех эпир çăмăллăхсене монетизацилес программăпа тÿлевсем пурнăçлатпăр. Чрезвычайлă лару-тăрусенче пулнă çынсен прависене хÿтĕлесси те пирĕн тĕллев, – тет Людмила Леонидовна.
Паян патшалăх пулас ăрусене хăйсене хушма пенсине йĕрклеме майсем туса парать. Кăçалхи январьтен ăна балл системипе шутлассине кĕртрĕç, унта çарта пулнине, ачапа ларнине, çар служащийĕсен арăмĕсем ĕç тупайманнин тапхăрĕсене шута илнĕ. Пенси фончĕ граждансене пулас пенси пирки малтанах шутлама, официаллă ĕçсенче ĕçлеме сĕнет. «Сăрă» шалу тÿлекенсемпе, ĕç çыннисемшĕн стрховани взносне хывманнисемпе кĕрешет.
Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕнче паян чăн-чăн профессионалсем тимлеççĕ. Клиентсемпе ăшшăн, ăнлануллăн калаçаççĕ. Яваплăха аван туяççĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии