09:52 14 декабря 2015 г.
Чĕлхене упрас, район периодикине сыхласа хăварас, ăна кашни çемьене çитерме тăрăшас ĕçре паян почтальонсен тÿпи питех пысăк. Шăпах вĕсем çулталăкăн кирек хăш тапхăрне, çанталăк мĕнле пулнине, яка çулсем çуккине пăхмасăр, шалу пĕчĕккишĕн чунĕ ыратнине пытарса кунсерен çула тухаççĕ.
Ершепуçĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн почтальонĕ Валентина Николаевна Тимофеева (сăнÿкерчĕкре – варринчи) акă ку ĕçе кÿлĕннĕренпе январьте 27 çул çитет. Çулĕсемпе тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитнĕскер, юратнă-хăнăхнă ĕçе епле пăрахмаллинчен хăрать. Ку ĕнтĕ лайăх пулăм. Эппин, вăл кÿстÿмĕрсене тата темиçе çул хаçат-журналпа тивĕçтерес шанăç пур.
Валентина Николаевна почтăна ăнсăртран килсе çакланнă. Çамрăкла та, мăшăрланса ача-пăчаллă пулсан та вăл Вăрнарти çĕвĕ фабрикинче тăрăшнă. Садик-мĕн пулманран пĕчĕк хĕрĕсене иккĕшнех килте хăварма тивнĕ. Çамрăк хĕрарăма хĕрхенсех ĕнтĕ кÿршĕри кинеми, ачасене пăхса тăраканскер, вырăнти почтăра почтальон вырăнĕ пушанассине пĕлтернĕ. Килĕшнĕ Валентина Николаевна. Нина Максимова почтальонка хăй вырăнне юлакана ĕçе тимлĕн хăнăхтарнă, унпа пĕрле пĕрремĕш хут Кÿстÿмĕр тавра çаврăнсан çĕн çыннăн ку ялта çухалса каясран хăранă шухăш та çуралнă. Ун чухне Отиккăвăра пурăнаканскер, юнашарах асфальт çул пулнине хăнăхнă. Кунта вара пылчăкне те çăрмалла, çырма урлă та каçмалла.
«Мĕн чухлĕ сĕлкĕш йăтса кăларман-ши? Маня акка эп çырмаран сиксе каçса нускисене пăрса тăхăннине курсан кашнинчех хĕрхенетчĕ, кайран урасем ыратма пуçлассине асăрхаттаратчĕ. Итлемен ватă çынна, вăл типĕ нуски сĕнсен те илсе тăхăнма именнĕ», – аса илет халĕ Валентина Николаевна çав вăхăт сыпăсем çине витĕм кÿнине систерсе.
Халь почтальонсем пичет изданийĕсенчен ытла тавар йăтни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Вăл вăхăтра вара вĕсен сумккисем хаçат-журналпа çеç йăтăннă. «Çĕнтерÿ çулне» кăна Валентина Николаевна 132 киле салатнă, «Коммунизм ялавне» – 75 киле. «Тăван Атăл», «Ялав» журналсем икшер пачка килнĕ. «Подвиг», «Огонек» журналсене халăх йышлă çырăннă. «Халĕ эпир çулталăкĕпе çырăнтарупа ĕçлетпĕр пулин те ун чухнехи тиража хăваласа çитейместпĕр. Вăл вăхăтра хаçат-журнала çулталăклăх çырăнтарни тĕрĕсрех тесе шутлатăп», – палăртать вăл.
Самани урăхла пулин те, Валентина Николаевна паян та район хаçатне халăхра сарассипе аван тимлет – «Çĕнтерÿ çулне» 86 киле çитерет.
Кÿстÿмĕрте периодикăн тусĕсем чылай. Надежда Николаева, Ольга Якушкина акă 5–6-шар издани çырăнса илеççĕ. Почтальон иртсе кайма ĕлкĕреймесĕрех хаçат-журнала почта ещĕкĕнчен кăларса вулаççĕ. Пĕрмăшăр Ямутовсем, «Çĕнтерÿ çулне» 80 çул иртичченех çырăнса илнĕскерсем, хаçатшăн вăрçас мар тесе ăна çурмалла пайласа вуланă иккен.
Валентина Николаевнăна нумай килте почтальон пек кăна мар, çывăх юлташ пек, тăван пек кĕтеççĕ. Ватăраххисем вăл пенсие каяссинчен те кулянса ÿкнĕ.
,çе чунтан юратни унăн кашни сăмахĕнче сисĕнет. Унсăрăн мĕнле? 27 çул хушшинче хăй участокĕнчи кашни киле, кашни çынна, кашни кăлтăка аван пĕлсе çитнĕ. Мăнукĕсем (вĕсем тăваттăн) юратса ăна «Почтальон Печкин» тесе чĕнеççĕ иккен. Шăпăрлансем валли Валентина Николаевнан яланах кучченеç пур – садикре уçăлса çÿренине курсан кашнинчех канихвет тыттарса хăварать.
Мăшăрĕпе икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Выльăх-чĕрлĕхсĕр нихăçан та пурăнман. Ал ĕçĕсĕр ларман. Юрлама-ташлама ăста пулнăран, ăна культура мероприятийĕсенчен хăвармаççĕ.
– Вăл – пирĕншĕн ырă тĕслĕх, вăл – чи маттурри. Хăйĕн вырăнĕнчи çын, – терĕ Валентина Тимофеева пирки Ершепуçĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Елена Игнатьева почта ĕçĕ паян шăпах çакнашкал çынсем çинче тытăнса тăнине палăртса.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии