Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чун ыйтнипе

16:27 11 декабря 2015 г.

Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен ĕçĕ çăмăл мар, анчах пархатарлă. Кунта кашниех тăрăшаймасть.

– Эпĕ хамăн профессие чун ыйтнипе суйланă. Ачаранах медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленеттĕм. Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшас, вĕсен пурнăçне вăрăмлатас килетчĕ, – пĕлтерчĕ Вăрнарта пурăнакан Людмила Ивановна Яковлева.

Людмила Ивановнăн йăхĕнче сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсем çук. Вăл – пĕрремĕш. «Аттепе анне эпĕ медицина ĕçченĕн специальноçне алла илсен калама çук хĕпĕртерĕç. Пирĕн ратран та сиплевçĕ тухрĕ»,– терĕç. Людмила Яковлева 1993 çулта Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Диплом илнĕ çамрăк малтанах районти тĕп больницăра Зоя Дмитриева врач-терапевтпа ĕçленĕ. 1997 çултанпа эндокринологи кабинетĕнче тăрăшать, Елена Александрова врача пулăшать.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика