09:18 09 декабря 2015 г.
Ĕнер депутатсен район Пухăвĕн депутачĕсем черетлĕ ларура пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă. Пĕрремĕшли – çитес çулхи район бюджетне палăртасси.
Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова 2016 çулта палăртнă пĕрлехи тупăш 460728470 тенкĕпе танлашмаллине пĕлтернĕ. Вăл шутран 316173800 тенки – республикăран килекен тавăрса памалла мар хывăмсем, 21115995 тенки – районти поселенисен бюджечĕсенчен пухăнакан укçа.
Бюджетăн тăкаксен пайĕ 464108235 тенкĕпе танлашĕ. Муниципаллă парăм 3180000 тенкĕрен пысăкрах пулмалла мар.
Ларура çавăн пекех район администрацийĕ паракан муниципаллă тивĕçтерÿсен переченьне, муниципаллă пурлăха приватизацилессине, муниципаллă пурлăха поселенисен харпăрлăхне (уйрăммăн илсен, Хирпуç ял тата Вăрнар хула поселенийĕсене) парассине, район администрацийĕн тытăмне çирĕплетнĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии