09:06 09 декабря 2015 г.
Вăрнарти историпе краеведени музейĕн директорĕн Елена Шарипован ку уйăхра ĕç самай хушăнчĕ тесен те йăнăш мар – черетлĕ куравра вырăн тупнă эрешменсене ачасем пекех питĕ тимлĕ пăхмалла.
Вăрнарсене кунашкал курав виçĕ çул каялла тĕлĕнтернĕччĕ. Ун чухне музейра Олег Григорьев коллекцийĕнчи эрешменсен-кайăк çиекенсен 36 тĕсĕпе паллашма май пулнăччĕ.
Хальхинче тропике аса илтерекен залра вĕсен 17 тĕсĕ, скорпионсем, таракансем, калта, палочниксем, икĕ шапа-квакша вырăн тупнă.
Елена Ивановна кашни чĕрĕ экспонат çинчен тĕплĕ те кăсăклă каласа ăнлантарать, кĕске метражлă фильм пăхма сĕнет.
Çутçанталăкра эрешменсем таракансемпе, шапасемпе, калтасемпе, шăна-шăрчăкпа тăранса пурăнаççĕ. Музейри рацион та пуян. Калтана ак Елена Ивановна ятарласа ĕрчетнĕ хуртсем çитерет.
Кашни экспонатăн характерне пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ. Ылтăн тĕклĕ эрешмене тарăхтарма юрамасть, вăл тÿрех чĕвен тăрать. Чи пысăкки – Колумби эрешменĕ, 20 сантиметра çитет. Вăл е ку тĕсе тĕрлĕрен нÿрĕклĕх кирлĕ. Кĕленче вольерсене тасатса тăмасан эрешменсем ăна талккăшĕпе карталаса хума пултараççĕ.
Паллах, чи кăсăклине вырăнта пĕлме пулать. Африкăра, Кăнтăр Америкăра, Австралире, Океанире, Танзанире, ытти çĕрте пурăнакан тĕссемпе паллашас килет-и – эппин, историпе краеведени музейне васкăр. Курав декабрĕн 25-мĕшĕччен ĕçлет. Унта çитсе курни кăмăла та ÿстерĕ, тавракурăма та анлăлатĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии