09:57 07 декабря 2015 г.
Авшак Элмен ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă ку пысăках мар çурт. Ăна пĕр-пĕр çын кунта килсе кантăр тесе çĕклемен, пачах урăх тĕллевпе – сиплĕ шыва чăмса тухмашкăн туса лартнă. Шалта ятарласа картлашкасем вырнаçтарнă. Шыва кĕме меллĕрех пулмашкăн сак та ăсталанă: çан-çурăма йĕпетнĕ хыççăн ларса канма та май пур. Çурт çывăхĕнчех вара – пура. Хупăлчине уçсан шывĕ тап-таса пулни тÿрех куçа лекет. Ăсса ил те – савăта тултар.
Пĕренерен купаласа тунă çуртăн тăррине хĕрес те вырнаçтарнă. Укçа-тенкĕ тăкакламасăр нимĕн те пулмасть паллах. Кам-ха тăрăшнă? Авшак Элменре çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра «Вурнарыдорстрой» обществăна ертсе пыракан Ольга Куликова (Улькка Эльмен) хăйĕн тÿпине хывнă иккен. Хастар та пуçаруллă хĕрарăмпа пĕр самант калаçса илтĕмĕр. Ольга Геннадьевна пĕлтернĕ тăрăх, кунашкал сăваплă вырăна 2012 çулта, общество укçи-тенкипе, Услапара та йĕркеленĕ. Унта та, кунти пекех, йывăçран çурт çĕкленĕ.
– Пирĕн ялта, Авшак Элменре, чиркÿ пур. Шел пулин те, халĕ ĕçлемест вăл. Тахçан, чиркÿрен тухсан çынсем паянхи çăл пури ларакан вырăн патне пынă, – терĕ О.Куликова.
Çитес ытларикун, декабрĕн 8-мĕшĕнче, Авшак Элмен çывăхĕнчи çурта тата унти шыва Калинино салинчи Покров храмĕн настоятелĕ Сергий атте сăваплĕ. Мероприятие кăнтăрла иртни икĕ сехетре пуçлама палăртнă.
К.ЮРЬЕВ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии