09:10 02 декабря 2015 г.
Вăрнарти Зеленăй тăкăрлăкри 3-мĕш çуртра çывăх эрнесенче пурнăç вĕреме тытăнĕ – виçĕмкун хваттер уççисене 39 çемье алла илчĕ
Кашнин сăнĕнче савăнăç вуланчĕ. Чылайăшĕ çак саманта вуншар çул кĕтнĕ-çке, ку таранччен çĕрĕшнĕ, кивĕ çуртсенче хĕсĕнсе пурăннă. Кĕçех ку çемье историйĕн ĕнерхи страницинче çеç юлĕ, ырантан вара вĕсен çĕнĕ пурнăç пуçланĕ – хăтлă та ăшă, çутă, мĕнпур условиллĕ хваттерсенче.
Чаплă самантпа саламланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарас тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ку объекта пур шайри бюджетран пĕтĕмĕшле 40 ытла миллион тенкĕ хывнине палăртрĕ. Патшалăх парнипе управлă усă курма, килĕшÿре-туслăхра пурăнма ыйтрĕ.
– Çĕнĕ çуртра вăл е ку ыйтусем сиксе тухма пултараççĕ. Кирек хăшĕнпе те вăтанмасăр пирĕн пата пыма пултаратăр, – палăртрĕ «Вурнарская» МСО директорĕ Иван Сандомиров, ку çурт строительствине ертсе пынăскер.
Организаци программăн иккĕмĕш тапхăрне пурнăçлама пысăк тÿпе хыврĕ тесен те йăнăш мар, 39 хваттерлĕ ятарлă çурта палăртнă вăхăтчен маларах – çичĕ уйăхра çĕклесе лартрĕ. Пахалăхлă, паянхи пурнăçа тивĕçтерекен строительство пирки иккĕленмелли çук, çулсерен вăл социаллă программăсемпе кăна мар, коммерцилле çуртсем те хута ярать.
– Эсир маларах мĕнле условисенче пурăннине шута илсен, кунти пурнăç çăтмахри пекех пулĕ, – терĕ Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Старовойт çитес çул, виççĕмĕш тапхăрпа, тата 39 çемье черетре пулнине аса илтерсе. Çавăн пекех вăл ятарлă комисси вăхăтĕнче палăртнă çĕрĕшнĕ çуртсем поселокра татах пуррине аса илтерчĕ, вĕсем çĕнĕ программăна кĕме тивĕççине палăртрĕ.
Алла уçă илнисем вара хăйсен хваттерĕсене васкарĕç. Хăшĕсем пĕрремĕш куннех тăванĕсенчен, юлташĕсенчен парнесем йышăнчĕç. Халĕ вĕсен умра ырă туйăмлă тапхăр – çĕнĕ вырăна куçасси. Çакна вĕсен икĕ эрнере вĕçлемелле, унсăрăн вĕсем тĕллевлĕ программăн иккĕмĕш тапхăрне вĕçлессине ура хума пултараççĕ. Çавăн пекех çурта тытса тăракан организацие палăртмалла, документсене йĕркелемелле.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии