09:06 02 декабря 2015 г.
Сентябрьти суйлав умĕнхи курнăçусенче депутата тăратнă кандидатсем халăха вăл е ку ĕçсем туса пулăшма шантарчĕç. Хăшĕсем хăйсен сăмахне çирĕплетме те ĕлкĕрчĕç.
Владимир Яковлев çамрăк, Мăн Турхан тата Санарпуç ял тăрăхĕсенчен суйланнăскер, Санарпуç шкулне пысăк пулăшу кÿнĕ – 10 класра алăксене çĕнетсе панă. Шкул директорĕ Николай Иванов ку депутата шанма пулатьне, сăмахĕ ĕçпе çирĕпленнине ырласа палăртрĕ.
Тепĕр депутат вара, Иван Сандомиров, Вăрнарти Севернăй – Зеленăй тăкăрлăксенче пурăнакансене ырă турĕ. Ку урамсен тăваткалĕнче вырнаçнă çăл урати ытла та лутраччĕ. Уйрăмах хĕлле шыв тăкăнса пăрланнипе ачасем çеç мар, аслисем шуса ÿкесрен те хăрушăччĕ. Анчахрах Иван Александрович нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем ыйтнине пурнăçларĕ. Çăла бетон кăшăл лартса çÿллетме пулăшрĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии