Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хÿтĕленме пĕлетпĕр-и?

09:04 02 декабря 2015 г.

Паянхи тĕнчен чи пысăк инкекĕсенчен пĕри вăл – терроризм. Ун инкекне кирек хăш çĕршыв та, кирек кам та лекме пултарать.

Юлашки вăхăтра акă террористла актсем Египетра Раççей самолечĕ, Парижра çырăнчĕç. Пĕрремĕшĕнче 224, иккĕмĕшĕнче 140 ытла айăпсăр çын пурнăçĕ татăлчĕ.

Пирĕн патшалăх тĕлĕшпе террорла ĕçсем тăвас хăрушлăх пысăк, çавна май çынсен чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан харпăр хăйне, çывăх çыннисене, юлташсене сыхлама вĕренме тивĕç.

Енчен те обществăлла вырăнта – вокзалсенче, подъездсенче, халăх пухăнакан ытти вырăнта – хуçасăр хăварнă тĕркемсем пирки ятарлă службăсене (Ш,М, ФСБ, МЧС), транспортра – водителе, учрежденире – ертÿçĕсене пĕлтерĕр. Тупнă вăхăта астуса юлăр, тĕркеме ан тĕкĕнĕр, вырăнтан ан куçарăр, ан уçăр – унта сирпĕнекен устройство пулма пултарать. Аяккалла пăрăнăр, çынсене хăратса ан ÿкерĕр, полици сотрудникĕсем килессе кĕтсе илĕр.

Астăвăр! Сирпĕнекен устройствăсене пытарас тесе террористсем ахаль сумкăсемпе, хутаçсемпе, курупкасемпе, теттесемпе усă курма пултараççĕ.

Енчен те сире заложника ярса илчĕç-тĕк, вĕчĕрхенсе ан ÿкĕр. Пĕлĕр – ятарлă службăсем сире çăлма пĕтĕм вăя хурĕç. Чÿречесенчен, алăксенчен, преступниксенчен аяккарах вырнаçма тăрăшăр. Вĕсене астуса юлма тăрăшăр. Хăвăр тĕллĕн тарма ан хăтланăр, çакă преступниксене пăшалпа усă курма е сирĕнтен мăшкăллама хистĕ.

Енчен те кунашкал ĕç транспортра пулчĕ-тĕк, салона лайăх сăнăр. Енчен те пеме тытăнсан хăш вырăнта пытансан аванрах пулнине палăртăр. Ювелир изделийĕсене хывăр, аманас-мĕн тăвас пулсан вырăнтан ан хускалăр, унсăрăн юн ытларах çухатма пултаратăр.

Ятарлă службăсен çăлав операцийĕ вăхăтĕнче урайне выртăр, пуçа ан çĕклĕр, хирĕç ан чупăр, унсăрăн сире преступник вырăнне хума пултарĕç.

Енчен те эвакуациленмелли хыпара хваттерте илтрĕр-тĕк, документсене, япаласене, хаклăхсене пĕрле илĕр. Электричествăна, газа, шыва сÿнтерĕр. Ачасене, ватă çынсене çуртран тухма пулăшăр. Каялла хваттерсене кĕме хушсан кăна кĕрĕр.

Хăвăр, ачăрсен, çывăх çыннăрсен пурнăçĕшĕн çак информацие яланах асра тытăр!

Вăрнар районĕн

терроризма хирĕçле комиссийĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика