15:08 27 ноября 2015 г.
Ир-ирех ура çинче вĕсем. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсене пуçтарса хăвăртрах фермăна васкаççĕ. Çапла кун хыççăн кун. Чăтăмлă, тÿсĕмлĕ ферма ĕçченĕсем.Чунпа хуçăлмаççĕ, чапшăн çунмаççĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх предприятийĕн экономикин ăнăçăвĕ вĕсенчен килнине ăнланса хастар ĕçлеççĕ.
Юнкун ирпе Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн фермине çитрĕмĕр. Выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрленсе тĕплĕ юсани витĕрех курăнчĕ. Алăксене çĕнетнĕ, урай хăмисене улăштарнă. Хуралтăсене дезинфекцилесе шуратнă. Сĕт турттаракан машина пире хирĕç пулчĕ. «Дояркăсем ĕç пĕтернĕ»,– терĕç районти ветеринари станци пуçлăхĕпе Владимир Матвеевпа район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов. «Кунне тăватă тонна ытла сĕт сутатпăр»,– калаçăва хутшăнчĕ Вероника Смирнова. Вăл хуçалăхăн ферма заведующийĕнче пиллĕкмĕш çул тимлет. Вероника Ивановна кооператива киличчен çамрăк ăрăва шкулта пĕлÿ панă, ача садне çÿрекенсен тавракурăмне аталантарнă. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче штата чакарсан ĕçсĕррисен шутне лекнĕ. Килте ал усса ларма хăнăхман вăл. Тăван хуçалăха ĕçе вырнаçма каять. Дояркăра тăрăшма тытăнать. Ăна хастарлăхне кура яваплăрах ĕçе куçараççĕ, ферма заведующийĕн пуканне шанса параççĕ.
– Ĕçлеме ÿркенмелле мар,– терĕ учительте, воспитательте тăрăшнăскер.– Вара ĕç тупăнатех вăл.
Фермăна акă ылмаштаракан доярка кирлĕ. Анчах та килекен çук. Çав вăхăтрах теприсем ĕç çук тесе лараççĕ. Вероника Смирнова кил хуçалăхĕнчи икĕ ĕнине сăвать те çичĕ сехет тĕлне фермăна васкать. Унăн мăшăрĕ те Юрий Николаевич Карл Маркс ячĕллĕ кооперативрах ĕçлет, слесарьте тăрăшать.
Икĕ ĕнене тытма сахал мар утă-улăм кирлĕ. Смирновсем икĕ гектара яхăн çĕрпе усă кураççĕ. Ĕçлеме ÿркенменскерсем Çавалкасри хуçасăр анкартисене ахаль вырттармаççĕ. Курăка çулса типĕтсе утă хатĕрлеççĕ. Смирновсем кунне 20 литр сĕт патшалăха сутаççĕ. «,нер кăна продукцие 19 тенкĕпе туянчĕç. Паянтан вара сĕт хакĕ пĕр тенкĕ ÿсрĕ»,– терĕ Вероника Ивановна кăмăллăн. Хушма тупăш пурри çемье бюджетне пуянлатать. Мускавра вĕренекен ывăлне те сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ-çке.
Сăкăтра пурăнакан Александровсем те çак ял хуçалăх предприятийĕнчех тимлеççĕ. Людмила Геннадьевна – аслă пĕлÿллĕ ветеринар, техник-осеменатор ĕçне те тăвать, унăн мăшăрĕ Вячеслав Владимирович – выльăх пăхакан.
Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн ĕне вити Сăкăтра та пур. Кунта хушка пуçсене 85 пуç тытаççĕ.
– Тепĕр çулне пирĕн ялта 160 пуç тына пăрупа вăкăр вырнаçмалăх çĕнĕ вите хута яма палăртаççĕ. Сăкăтсем валли ĕç вырăнĕсем пулĕç, – савăнса пĕлтерчĕ Людмила Александрова. «Çĕнĕ витене кооператив кредит ресурсĕсене явăçтармасăр, хăйĕн вăйĕпе çĕклеме тăрăшĕ», – хушса хучĕ Захар Углов, хуçалăхра нумай çул зоотехникра ĕçлекенскер.
Ĕç хастарĕсемпе тĕл пулса калаçрăм та, вĕсем район хаçатне юратса вуланине пĕлтĕм.
– Мĕн-мĕне те, анчах «Çĕнтерÿ çулне» хытах кĕтетĕп эпĕ. Ăна вуламасан тем çитмест пекех туйăнать. Пирĕн килте район хаçачĕ кĕтнĕ хăна вырăнĕнчех. Хĕрсем те Мускавран яла килсенех тÿрех «Çĕнтерÿ çулне» алла тытаççĕ,– терĕ Людмила Александрова.
Фермăра тăрăшакансемпе калаçнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм: ĕç çыннисене чун апачĕ те питĕ кирлĕ. Хаçат-журнал вулани вĕсене ĕç кăтартăвĕсене ÿстерме хавхалантарать.
Е.ПОРФИРЬЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии