09:19 25 ноября 2015 г.
Юлашки çулсенче Раççейре хевтесĕр çынсене пулăшас тĕллевпе тĕрлĕрен саккунсем йышăнчĕç. Вăл шутра куç курманнисем тĕлĕшпе те. Тĕрĕссипе, пурнăçра ку категорири çынсене пуринчен ытла пулăшу кирлĕ. Нумайăшĕ хăйсем тĕллĕн тухса та çÿреймеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ку чухне вĕсен пирвайхи пулăшуçи, ыйтăвĕсене пуринчен аван пĕлсе-курса тăраканни, прависемпе интересĕсене хÿтĕлекенни, социаллă реабилитаци мероприятийĕсене ирттерекенни куç курманнисен обществи пулса тăрать. Пирĕн районта ăна вунă çул ĕнтĕ Галина Михайловна МЯСНИКОВА ертсе пырать.
– Галина Михайловна, нумай пулмасть Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен кунĕ пулчĕ. Çавăн пекех çулталăк вĕçленсе пырать. Пĕтĕмлетмелли пурах-тăр.
– Кăçал эпир юбилейлă датăсемпе ĕçлерĕмĕр. Раççейре ку пĕрлешÿ йĕркеленнĕренпе кăçал 90 çул çитрĕ, республикăри куç курманнисен обществи 85 çул тултарчĕ. Районта, шел те, общество йĕркеленнин тĕрĕс датине пĕлейместпĕр, анчах та хăш-пĕр документсем тăрăх вăл вăрçăчченех йĕркеленни паллă.
Куç курманнисен вырăнти, Вăрнар тата Йĕпреç районĕсене пĕрлештерекен обществин членĕсем юбилей мероприятийĕсене хастар хутшăнчĕç. Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Енĕшри Любовь Нестерована акă Раççейри Тĕп правленин хучĕпе чысларĕç. Лариса Артемьева, Лидия Терентьева, Александр Григорьев, Евгений Никитин Чăваш Республикин куç курманнисен обществин наградисене илчĕç.
– Пĕлнĕ тăрăх, социокультура реабилитаци мероприятийĕсене районта та сахал мар йĕркелетĕр...
– Çапла. Ку пирĕн пĕрремĕшле тивĕç тесен те йăнăш мар. Нумаях пулмасть акă куçпа чирлекенсем кулинари «тытăçăвĕнче» кĕрешрĕç. Ятарлă куçлăхсем тăхăнса тĕрлĕ конкурссене пурнăçларĕç.
Çулталăк пуçламăшĕнче пуçласа «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупăва хутшăнтăмăр. Паллах, тĕп кунĕнче мар, анчах та общество членĕсен хастарлăхĕ пачах та пĕчĕк пулмарĕ. «Вурнарский» физкультурăпа спорт комплексĕн ертÿçине Николай Афанасьева тав, вăл чупăва йĕркелеме, йĕлтĕрсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерме пулăшрĕ.
Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа май уйăхĕнче инвалидсен вырăнти обществипе пĕрле Скандинави уттине тухрăмăр. Дартс, шашка, шахмат турнирĕсене килĕштеретпĕр. Юлашки тĕссемпе пирĕн пĕрлешÿ членĕсем республикăра та тĕлĕнтереççĕ. Кăçал ак Чăваш ен чемпионатĕнче шашкăпа Алина Николаева, шахматпа Евгений Никитин бронза призерсем пулса тăчĕç.
Спорт ориентированийĕ енĕпе иртекен мероприяти ăмăртупа пĕрлех куç курманнисене туяпа çÿреме вĕрентет. Пирĕн вăл вăрманлă, çырмаллă вырăнта мар, спорт залĕнче иртет.
– Темиçе кун каялла эсир хăвăршăн çĕнĕ спорт тĕсне уçнине асăннăччĕ...
– Чăн та, ун чухне тĕппипе калама май килмерĕ, анчах та ку спорт тĕсĕпе, пирĕншĕн чăнахах çĕннипе, чылайăшĕ кăсăкланма тивĕç. Иртнĕ эрнере Çĕрпÿре сĕтелçи теннис енĕпе уçă Кубок пулчĕ, унта ку районти, Муркаш, Шупашкар районĕсенчи вырăнти обществăсем тата эпир тупăшрăмăр. Мана çĕнтерес тени мар, вăйă саманчĕсем тыткăнларĕç. Мечĕк сĕтелтен (ăна бортиксемпе хупланă) тухса каймасть, сетка вырăнне пластик чÿрече. Тĕрĕссипе, ку вăйă илтеслĕхе, сисĕмлĕхе вăйлатать, ракеткăпа мечĕк сасă панине кура сулкалашатăн. Кунашкал сĕтел хамăр районта пулсан та тем пекехчĕ, анчах вăл укçа ыйтăвĕ патне пырса тĕрĕнет.
– Укçа ыйтăвĕ пирки ахальтен кулянса калаçмастăр ĕнтĕ...
– Çаплах. Хăвăрах пĕлетĕр, кашни мероприяти укçа-тенкĕпе çыхăннă. Конкурссем хыççăн общество членĕсене хавхалантарас та килет. Анчах та пирĕн бюджетра кун валли статья пăхман. Çавăнпа та кашнинчех çын куçĕнчен пăхма тивет. Мероприятисене тухма час-часах «ыйткалакан» пулса тăратăн. Турра шĕкĕр, «мĕншĕн манăн инвалидсене турттармалла» текенни пĕр тĕслĕх çеç пулчĕ. Самантпа усă курса район администрацийĕн пуçлăхне Леонид Григорьевич Николаева пур инвалид ячĕпе тав тăватăп, транспортпа тивĕçтерме вăл яланах пĕр сăмахсăр пулăшать. Ку тăкаксене, паллах, бюджетра пăхса хăварсан тем пекехчĕ те...
– Тата мĕн хумхантарать-ха паян общество членĕсене;
– Куç курман çын вăл ача пекех. Ман шутпа, çав тери япăх куракансен кашнин шурă туясем пулмалла пек. Анчах та паян вĕсемпе 1-мĕш ушкăнри инвалидсене çеç тивĕçтереççĕ. Паллах, эпир хамăрăн çынсене инкекре пăрахмастпăр, заказпа та пулин ку пулăшăва кÿретпĕр.
Нумай чухне куç курманнисем тротуарсем япăххипе е пачах çуккипе кăмăлсăрланаççĕ. Çавăн пекех поселокра ак кашни çул тăваткалĕнчех çуран çÿрекенсен каçми çук – çакă та кансĕр. Хулара ав инвалидсем валли çулсем çинче ятарлă плиткăсем хураççĕ. «Меллĕ хутлăх» программăпа кĕçех вăл пирĕн пата та çитес шанăç пысăк.
– Обществăра тăракан кашни çыннăн – уйрăм шăпа. Анчах та сирĕн шухăшăрпа камăн кун-çулĕ çынсене пурнăç çине урăхларах пăхма хистет;
– Вырăнти бюрора паян куç курманнипе аптăракан 112 çын шутланса тăрать. Кашнин пурнăç йĕрĕ тĕрлĕрен выртнă. Уйрăм çынсенчен манăн Александр Григорьева палăртас килет. 34-ра вăл. Ача чухне куçĕсем курнă, анчах каярах темшĕн суккăрланнă-çке. Апла пулин те унра пурнăçа юратни çав тери пысăк пулни, чун хастарлăхĕ ялкăшса тăни палăрать. Мероприятисене хутшăнма нихăçан та тархаслас çук ăна. Çĕрпÿне те ак ун пуçарăвĕпе çитрĕмĕр, такси те хăех тытрĕ. Пысăк, уçă чунлă çын. Тепĕр сывă çыннăн та çакнашкал хавал çук.
– Сусăр çынсенче хавала ÿстерме эсир те сахал мар тÿпе хыватăр...
– Урăхла май та çук. Хам та куç курманнипе аптăранăран вĕсен нушине пуринчен ытла ăнланатăп тесен те йăнăш мар. Вунă çул каялла обществăна ертсе пыма тытăнсан Волоколамск хулинче ятарлă курссенче вĕрентĕм. Куç курман çын предприяти-организацире ĕçлеймест. Килте ларнă чух кичемлĕхе пусарма вĕрентес тĕллевпе вĕсене ал ĕçне хăнахтаратпăр% крючокпа, йĕппе çыхатпăр, макраме яватпăр. Кăçал ак квиллинг (хутран чечексем ăсталасси) мелне алла илтĕмĕр, хамăрах открыткăсем хатĕрлетпĕр.
Ку енĕпе информаци тупас, кĕнекесемпе тивĕçтерес енĕпе пире районти тĕп библиотека пысăк пулăшу парать. Вулавăшра куç курманнисем валли ятарлă кĕтес уçăлчĕ. Кунта Л.Н.Толстой ячĕллĕ библиотекăран Брайль мелĕпе вуламалли кĕнекесене те, флешкăпа итлемеллисене те заказ тума пулать. Кунашкал кĕнекесем пирĕн патра та пур. Изданисене почта тÿлевсĕрех çитерсе парать.
Çавăн пекех паян куç курманнисене компьютерпа ĕçлеме те майсем уçăлчĕç. Л.Н.Толстой ячĕллĕ библиотекăрах икĕ эрнере ку технологипе ĕçлеме вĕрентеççĕ. Пирĕн общество членĕсенчен хăшĕ-пĕри ку мелпе пĕлÿ илнĕ те ĕнтĕ.
Малашнехи плансем пысăк. Общество членĕсемпе спорт залне çÿрессине тăтăшлатасшăн, тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесшĕн. Пирĕн вăй пĕрлĕхре-çке, пĕрлешсе ĕçлени, канни чунсене çунатлантарать.
– Çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунатăп. Калаçушăн тав.
С.ЧИКМЯКОВА калаçнă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии