09:35 18 ноября 2015 г.
«Юрать, Вăрнар енĕн агрохолдинг пур. Аш-какай комбиначĕ çулленех ÿсĕм туни пире чăннипех хавхалантарать»,– тесе ĕç ветеранĕсем каланине пĕрре мар илтнĕ. Предприятин выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитĕнĕвĕсем курăмлă. Акă кăçалхи вунă уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, районта туса илнĕ сĕтĕн 47,3 проценчĕ – аш-какай комбиначĕн тÿпи. Агрохолдингăн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхсем чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2467 пуç шутланнă. Ку вăл районти аграрисенче тытакан выльăхсен 39,1 проценчĕ.
Утăм хыççăн утăм
Аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕнче 1000 пуç ĕне вырнаçмалăх комплекс хута кайнăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ. Предприяти калăпăшлă ĕçе каллех кÿлĕнчĕ – кăçал çакăн йышши тата тепĕр комплекс çĕклеме пуçăнчĕ. Çак уйăхра пĕр вити ĕçлеме пуçларĕ. Унта 500 пуç ĕне вырнаçать. Çĕнĕ объекта тунтикун районти ветеринари станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев, «Агро-инновацисем» организацин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Евгений Алексеев, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов çитсе курчĕç, ферма ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
Тин кăна хута янă витере пăруламан ĕнесемпе тына пăрусене 450 пуç тытаççĕ. Агрохолдингăн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕн директорĕ Валентина Тимофеева каланă тăрăх, пăрусене 350–380 килограма çитерсен пĕтĕлентереççĕ. Кĕтĕве çĕнетессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «2016 çулта субсидие тивĕçсен ăратлă выльăх 100 пуç туянасшăн»,– хыпарларĕ директор.
Этем ĕçĕпе хитре
Çĕнĕ витере иккĕн – Валентина Феоктистовапа Лариса Макарова – ĕçлеççĕ.
«Эпĕ пĕр вăхăт килте лартăм. Комбинатăн хушма хуçалăхĕнче ĕç вырăнĕ пуррине пĕлсен хĕпĕртерĕм,– терĕ Валентина Феоктистова.– Выльăх пăхма, тислĕк хырма-тасатма пачах ÿркенместĕп. «Знамя труда» хуçалăхра тăрăшнă чух сысна та, пăру та пăхнă». 52-ри хĕрарăм вăр-вар ĕçлет. Унран Лариса Макарова та юлмасть, шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче 28 çул тăрăшнă хыççăн пурнăç уттине улăштарнă, фермăналла çул такăрлатма пуçланă. Лариса Макарова хура ĕçрен хăраман, хăрамасть те. «Фермăна килнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Мана кунти ĕç условийĕсем питĕ килĕшеççĕ»,– терĕ вăл. Тĕл пулса калаçнă çынсенче чун-чĕре хавхаланăвĕ, çĕкленÿллĕ вăй-хăват пурри аванах сисĕнчĕ.
16 сехет тĕлнелле ĕнесем сасă пани хыттăнрах илтĕнме пуçларĕ. Вĕсем никам хăваламасăрах сумалли зала утма тытăнчĕç. Выльăх та этем пекех вăхăта сисет пулас. Икĕ оператор хушка пуçсене 5–6 сехет хушши сăвать. 40 ĕне сумалли тепĕр зал хута кайсан ĕç хăвăртлăхĕ тата ÿсĕ. Агрохолдинг самана таппипе тан пырать. Витере ĕнесем валли тасатмалли щетка-массажер вырнаçтарнă. Выльăхсем агрегат çывăхне пырсассăнах щетка-массажер ĕçлесе каять. Хальхи вăхăтри технологипе усă курни сăвăма ÿстерме пулăшать иккен. Кунне 17 тонна сĕт патшалăха сутаççĕ. Чи пахалăхлă сортли пулнăран продукцие тивĕçлĕ хакпа вырнаçтараççĕ. «Кашни кунах Етĕрнери сĕт заводне шурă ылтăна турттаратăп»,– кăмăллăн калаçрĕ Владимир Николаев. Вăл ир-ирех 6 сехет тĕлне ĕçе васкать. Теприсем вара тăнă-тăман черкке ÿпĕнтереççĕ. «Çанă тавăрса ĕçлесчĕ çав этемккесен. Вара ĕçме вăхăчĕ те пулмĕччĕ. Чăваш ятне те ямĕччĕç»,– терĕ ĕçчен водитель.
Хĕл çывхарать. Предприятин апат бази тулăх: обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли утă 1200 тонна, сенаж 5 пин тонна, силос 12 пин тонна янтăланă.
Ĕç хастарĕсем пуртан, пурнăç таппинчен юлмасăр инноваци технологийĕсемпе усă курнăран агрохолдинг хăватлăлансах пырать.
Е.ПОРФИРЬЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии