Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Саккун туртма чарасшăн, усламçăсем вара кальянпа чыхăнтараççĕ…

09:32 18 ноября 2015 г.

Пурнăçри хăш-пĕр япаласем тепĕр чухне пачах та пуçа вырнаçмаççĕ: саккун йышăнса халăха чĕлĕм туртма пăрахтарас тетпĕр, çав вăхăтрах унта та кунта кальян пÿлĕмĕсем уçăлаççĕ...

«Кальяннăй ăçта кунта?» – ыйтрĕ нумаях пулмасть пĕр çамрăк «Малинка» лавккара. Тен, йăнăшатăп та пулĕ, анчах та çулĕпе вăл вунсаккăр та тултарман пек туйăнчĕ. Вăрнарта тепĕр кальян çурчĕ уçăлнине пĕлменскере, питĕ кăсăклă пулчĕ.

«Илĕртмĕш» пÿлĕм юнашарта, унччен «Магнит», каярах «Орион» лавккасем вырнаçнă вырăнта иккен. Тĕттĕмччĕ, анчах та чÿречисенче пĕр çутă та курăнмарĕ. Каччăна шăнкăравпа уçса кĕртрĕç.

Тепрехинче вара чăннипех чун ыратрĕ. Сăнĕпе ытла та çап-çамрăк чипер хĕр ăнсăртран кунтан тухнине курсан. Самантпа усă курса пуçа чиксе пăхрăм – шалта çурма тĕттĕм. Ăнланмалла мар сывлăш хуçаланать. Пĕр-ик çĕрте трубка ĕмеççĕ...

Паянхи çамрăксем унсăрăн та социаллă килпетсĕр хутлăхра çитĕнеççĕ: аслисем тавраллах, пурте çÿрекен вырăнтах ĕçеççĕ, туртаççĕ, наркомансем хунаса кайнă...

Обществăлла вырăнта, подъездсенче, стадионсенче, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче, вокзалсенче, лавккасенче, кафесенче... чĕлĕм туртма юраманни пирки икĕ çул ытла саккун ĕçлет. Списокра ача-пăча площадки те пур. Çуллахи вăхăтра çитсе курăр-ха кунта, саксем çинче арçынни те, хĕрарăмĕ те пирус мăкăрлантарать. Штрафĕсене те çырнă. Республикăра пĕлтĕр ку саккуна хирĕçлекенсем тĕлĕшпе 459 административлă йышăну кăларнă, 259 пин тенкĕлĕх штраф хунă. Çав тери пĕлес килет, пирĕн районта чĕлĕм тусĕсене, юраман вырăнта тĕтĕмпе чыхăнтаракансене, кама та пулин пăркăчланă-ши?

Халăха, уйрăмах çамрăксене, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалли пирки калаçатпăр, тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе тапаçланатпăр. Анчах та çав вăхăтрах кальян çурчĕсем уçма ирĕк пани тĕлĕнтерет, шухăшлаттарать. Тупăшлă бизнес пулĕ те, анчах та çын сывлăхĕ çинче пуйни ытла та чыссăр пек. Ман шутпа, граждансен сывлăхне кальян туртнин сиенлĕхĕнчен сыхлас уйăхлăхсем (республикăра вăл декабрĕн 10-мĕшĕччен пырать) ирттерсе аппаланиччен, ку çуртсене вуçех хупса хумалла, кафесенче ăна туртма чармалла. Наци сывлăхĕшĕн, наци пуласлăхĕшĕн, хамăрăн ывăлсен-хĕрсен пурнăçĕшĕн...

Кальян туртнин сиенĕ пĕчĕк тесе тем пек ĕнентерме тăрăшаççĕ пулин те, чăнлăхĕ пачах урăхла – вăл сывлăхшăн чĕлĕмрен те хăрушăрах. Тĕрĕссипе, туллин çунса пĕтменнипе е пĕчĕккĕн тĕлкĕшекен çулăмран пухăнакан тĕтĕмре сиенлĕ япаласем туллиех: сĕрĕм тĕтĕмĕ, формальдегидсем, сăмала тата ытти хутăшсем. Тĕтĕм шыв витĕр тухать, анчах та унта хăрушă япаласем пурте тытăнса юлмаççĕ, çак хутăшсем веçех кальян туртаканăн ÿпкине лекеççĕ.

Çитменнине, пĕр мундштука темиçе çын пĕрин хыççăн тепри çăвара чикни те шухăшлаттармалла пек: туберкулез, герпес, вируслă ытти чир ересрен хăрамалла пек.

Витĕме кĕрсе ÿкме пултаракан çамрăксене шел. Вĕсем кальян сиенсĕр тесе çирĕплетни пуяс шухăшлă предпринимательсен реклами пулнине ăнкармаççĕ те. Вăхăтлăх айкашу хăнăху патне куçасси хăрушă...

Кальян туртасси хĕвелтухăç çĕршывĕсенче йăл илнĕ. Апла пулин те юлашки çулсенче Египетра тата Сирире ăна вуçех туртма чарнă. Çавăн пекех Германире, Швецире, Италире, ытти нумай çĕршывра ку енĕпе чарусем çирĕп...

Ыран – чĕлĕм туртма пăрахмалли пĕтĕм тĕнчери кун. Декабрĕн 10-мĕшĕччен кальяна хирĕçле акци пырать терĕмĕр. Кирлех-ши пире, Вăрнарта, кальян çурчĕсем? Халăх мĕн шутлать-ши?..

С.ЧИКМЯКОВА.

 

Елена ЕГОРОВА, профилактика, сиплев физкультури тата спорт медицинин республикăри медицина центрĕн врачĕ:

– Нумай чухне профессионаллă лоббистсем табаксăр кальян хутăшĕсем сиенсĕр тата вĕсенче сăмала, никотин çук тесе ĕнентереççĕ. Анчах та апла мар. Вĕсен тытăмне тĕрлĕ ароматизаторсем, консервантсем, глицерин, курăксем кĕреççĕ. Тĕлкĕшсе çуннипе ку хутăшсем те тĕтĕм кăлараççĕ, пĕрле вара тĕрлĕ хими пĕрлешĕвĕсем йĕркелеççĕ. Консервантсемпе ароматизаторсем хăйсем кăна сывлăхшăн хăрушă мар. Анчах та çуннă май, вĕсенчен нумайăшĕ рак чирĕсене пуçарать.

Тĕтĕм шыв витĕр тухса сиенсĕрленет тени те тĕрĕс мар. Çакна тĕрлĕ япала туртакансене ятарлă аппаратпа, смокелайзерпа, виçсе палăртнă. Кальян туртакансен чĕлĕмпе айкашакансенчен сĕрĕм газĕн шайĕ самай ытларах пулнă. Çынсем хăйсен сывлăхĕ çинчен тепĕр хут шутласа пăхасса шанатăп. Сывлăхлă пуласси кашнинчен хăйĕнчен килет. Чĕлĕм, кальян туртма пăрахни пурнăç çине урăхларах пăхма май парĕ. Пирус туртнипе акă тĕнчере кашни вунă çеккунтра çын вилет. Раççейре вăл пуçарнă чирсене пула 500 пине яхăн çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика