Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Парăм – йывăр çĕклем

14:31 13 ноября 2015 г.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсен администрацийĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоканашлура «Газпром межрегионгаз Чебоксары» организацие çутçанталăк газĕшĕн пысăк парăма кĕнĕ районсемпе хуласене çивĕч критикленине пĕлтернĕччĕ.

Газпа тивĕçтернĕшĕн муниципаллă контракт тăрăх муниципаллă пĕрлĕх администрацийĕсем çине яваплăх хунăшăн Чăваш ен Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе пурнăçлав хучĕсем тăратнă. Ăна пурнăçламаншăн акă Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн счетне те хупса лартнă.

Вăрнарсен парăмĕ, чăн та, пĕчĕк мар. Чакма мар, вăл çулсерен ÿссе пырать, халĕ 13,7 млн тенкĕпе танлашать.

Парăм – йывăр çĕклем. Çулран çул çăмхаланса пынăран унран хăтăлма тата йывăртарах. Кĕркунне темиçе çул ĕнтĕ «кăçал ăшăсăр юлмăпăр-и?» тесе шикленетпĕр коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн вăхăтра тÿлесе тăракансем.

Счетсем çине чăрт суракансем пирки, паллах, урăх калаçу. Вĕсем тĕлĕшпе çирĕплĕх çукки палăрать. Çитменнине, чылайăшĕнче хваттере кĕнĕ çынсем пурăнаççĕ. Хуçисем вĕсенчен укçа илсе тăраççĕ, анчах квартплата хывма «манаççĕ».

Газ парăмĕ çинчен калаçнă чух çакă шухăшлаттарать. Юрĕ, тейĕпĕр, хваттершĕн тÿлеменнисем мĕнпур çуртăн 20, ытах та 30 проценчĕ пултăр. Анчах та ыттисем тÿлеве вăхăтрах хываççĕ-çке. Тĕрĕсех шутлатăп-ши, анчах çуллахи, хĕллехи тапхăрсене хушса кашни харпăрлăхçă уйăхне вăтамран пиншер тенкĕ (тĕрĕс цифрă ытларах та пулĕ) кассăна тÿленине шута хурсан, 200 çыннăн пĕрлехи уйăхри хывăмĕ 200 пин тенкĕпе танлашать. 12 уйăха хутласан вара?... Тĕлĕнмелле, пĕчĕккĕн те пулин парăм татăлмалла пек...

С.ЧИКМЯКОВА.

Ирина АНДРЕЕВА:

– Ленин урамĕнчи 2-мĕш çуртра пурăнатăп. Коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн кашни уйăхрах «Интех» организацие тÿлесе тăратăп. Октябрьте кăна виçĕ пин ытла тенкĕлĕх счет килчĕ. Пĕлнĕ тăрăх та, управляющи компанине квитанцисем панă хыççăн вăрăм черетсене сăнанă тăрăх та нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен пысăк пайĕ тÿлеве вăхăтра хывни палăрать. Çавăнпа та газшăн çÿлерех тăракан организаци çавăн чухлĕ парăма кĕни питĕ тĕлĕнтерет.

 

Валентин ИВАНОВ:

– Парăмшăн Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн счетне хупни шухăша ячĕ. Поселокра, ав, темĕнле сас-хура та çÿрет. Çур суммине поселок мэрийĕн тÿлемелле текенсем те пур. Ман шутпа, парăма кам пухса янă – çавăн тÿлемелле, яваплăхне администраци çине мар, вăхăтра мера йышăнман коммуналлă служба çине хумалла.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика