11:37 07 ноября 2015 г.
Çара каякан каччăсене чаплă лару-тăрура ăсатса ярасси Мăн Явăшра ырă йăлара. Мĕнле иртет-ха çамрăксен кĕркуннехи ăсату каçĕ? Çак ыйту çине яш-кĕрĕме хуравлама ыйтрăм.
– Хаваслă, асра юлмалла! – харăссăн хуравларĕç вĕсем. Иртнĕ кунсенче Тукас урамĕнче пурăнакан Альбинăпа Геннадий Квасовсен пысăк та çĕнĕ çурчĕ вĕлле хурчĕ çăвăр янă тапхăра аса илтерчĕ. Ăсату каçне Раççейăн пулас сыхлавçин Петр Квасовăн çывăх юлташĕсем, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче пĕрле вĕреннĕ спортсменсем, тăванĕ-пĕлĕшĕсем йышлăн пуçтарăннă. Пурнăç сукмакне чылай çул такăрланă ватăсем çар службинче тăрасси кашни çамрăкăн чи яваплă та хисеплĕ тивĕçĕ çинчен каларĕç, парнесем пачĕç. Петр Квасовăн спортри çывăх юлташĕсенчен пĕри, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче пĕрле вĕреннĕ Тимур Сергеев çапла каларĕ:
– Тăван çĕршыв пирĕншĕн яланах пĕрре. Ăна сыхласси – ĕмĕртен-ĕмĕре пынă тивĕç. Петя хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласса эпир çирĕп шанса тăратпăр, мĕншĕн тесен вăл сывлăх енчен пирĕн академире çирĕп спортсмен пулнă. Хăюллă та вăйлăскер, кĕрешÿри мелсене хăвăрт алла илсе пычĕ. Кавир çинчи вăр-варлăхĕ, çивĕчлĕхĕ, çаврăнăçулăхĕ пысăк. Вăл ирĕклĕ майпа кĕрешсе республикăри тата Раççейри ăмăртусенче призсемпе Дипломсем чылай çĕнсе илчĕ. Çĕршыв хуралĕнче те Петр Квасов спортри ăсталăхĕпе мала тухасса çирĕп шанса тăратпăр.
Çав каçхине пĕтĕм çамрăк чылайччен савăнчĕ, салтак юррисем шăрантарчĕ.
– Пирĕн икĕ ывăл. Асли, Ваня, çĕршыва ăнăçлă сыхласа тăван яла таврăнчĕ. Петя та Раççей чиккине чыслăн сыхлатăр. Çакă пире, ашшĕпе амăшне, савăнтарать кăна мар, мухтантарать те, – терĕ кил хуçи Геннадий Квасов ывăлне ыталаса вăрăм çула ăсатнă май.
В.МОСКВИН.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии