Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Улаха чĕнчĕç

09:31 03 ноября 2015 г.

Ачасене чăваш халăх историне, чĕлхине вĕрентес, хисеплес, вĕсен чунĕнче Тăван çĕршыва юратас, паттăрлăх туйăмне аталантарас тесе тăрăшаççĕ районти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем. Ку тĕллеве пурнăçлама тĕрлĕ мелсем шыраççĕ.

Нумаях пулмасть Вăрнарти 2-мĕш шкулта вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен ларăвĕ иртрĕ. Чи малтанах хăнасем   Э.А.Христофорован, А.И.Ефремован, М.В.Ильинан уçă урокĕсенче пулчĕç. Вĕсем кашни хăйне май интереслĕ, хаваслă, вĕрентÿллĕ иртрĕç. Ачасем чăваш чĕлхине пĕлни, юратса вĕренни сисĕнчĕ.

Ларăва районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Е.Л.Карпова ертсе пычĕ. Вăл уроксем пысăк шайра пулнине палăртрĕ. Уроксем пăхнипех вĕçленмерĕ вăл. «Иртнĕ куна урхамахпа та хăваласа çитеймĕн», – тет чăваш çынни. Ку, чăнах та, çапла ĕнтĕ. Вĕренекенсем пире иртнĕ кунсене аса илтерчĕç, «Улаха» чĕнчĕç. Кашни ача хăйĕн рольне театрти артист пек калăпларĕ. Юрларĕç, ташларĕç, вăйăсем вылярĕç, юмăç ячĕç.

Вероника ДМИТРИЕВА,

Вăрнарти 2-мĕш шкул.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика