09:45 28 октября 2015 г.
Тунтикунсерен ирттерекен черетлĕ планеркăна уçнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Вячеслав Горбунов ку эрне пысăк мероприятисемпе тулăх пулассине палăртрĕ: депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕ, Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче çĕнĕ вите уçасси, ял хуçалăх ĕçченĕсен районти, республикăри уявĕсем...
Кун йĕркине кĕртнĕ май, хальхинче Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн пуçлăхне Людмила Редькована итлерĕç. Кăçалхи тăхăр уйăхра пенси тивĕçтерĕвĕ тата социаллă политика енĕпе пĕтĕмĕшле тăкаксем 975,9 млн тенкĕпе танлашнă. Вăл шутран 901 млн тенки – пенсисен тÿлевĕ.
Танлаштаруллă тапхăрта пенсионерсем пĕлтĕрхинчен 18 сахалтарах – 10142. Пенсин вăтам виçи 10 пин те 11 тенкĕпе танлашать. Тăхăр уйăхра 515 çын тĕлĕшпе пенси палăртас йышăну тунă, 72-шне – пенси çулĕ çитиччен маларах. Тăрантаракана çухатнипе пенси тивĕçтерĕвĕн пособине 1633 çын, ытларахăшĕ – ачасем, илсе тăраççĕ. Инвалид-ачана тата ачаран I ушкăнри инвалида пăхнăшăн палăртнă уйăхсеренхи тÿлеве 47 çынна параççĕ.
Людмила Леонидовна хăш-пĕр предприяти ертÿçисем ĕçлекенсемшĕн страховани взносне хывманни çинчен каларĕ. Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн парăм 1 млн та 100 пин тенкĕпе танлашать. «Юнтапа» ял хуçалăх кооперативĕн – 300 пин тенкĕ.
Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков аслисене грипран прививка тăвасси малалла пынине асăнчĕ – тунтикун тĕлне 4922 çынна чиртен иммунизациленĕ. Района 5700 вакцина кÿрсе килнĕ. Енчен те ку доза çитмесен, прививка тăвас текенсем татах пулсан, Николай Антонович хушма вакцинăсем туянассине пĕлтерчĕ.
Çавăн пекех вăл вăрнарсемшĕн кирлĕ ыйтăва та хускатрĕ – районта морг тăвасси. Уйрăм çын – патшалăх партнерстви мелĕпе строительствăна пуçăнма май пур иккен. Ку енĕпе инвесторпа вăл хăй калаçнă. Поселок влаçĕн çĕр лаптăкĕпе тивĕçтермелле. «Ыйтăва иккĕмĕш плана хăварас марччĕ. Конкурс ирттерессине те тăсса ярас марччĕ», – терĕ вăл. Ыйтăва пурте ырларĕç.
С.ЧИКМЯКОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии