Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕре парăннă çынсем пулсан

09:44 28 октября 2015 г.

Ыран ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ

Вăхăт хĕл «хапхи» патне çитсе тăнăпа пĕрех. Симĕс калчаллă уйсем, çĕртмере хуралнă лаптăксем кĕçех юрпа витĕнĕç. Çĕр ĕçченĕн те канма вăхăт пек: тырпул пÿлмере, техника управра, тухăç кĕсьере. Анчах та хресчен чунĕллĕ çын лăнчăланма васкамасть. Малашлăх пирки шутласа ун валли хĕлле те ĕç туллиех.

Ыранпа эрнекун вара ял хуçалăх ĕçченĕсем кăмăлтан канма пултараççĕ – професси уявĕпе çак кунсенче вĕсен ячĕпе районта, республикăра пысăк мероприятисем иртеççĕ. Вăрнар районĕ кăçалхи ял хуçалăх çулталăкĕнче мĕнпе мухтанма пултарать? Уяв умĕн район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕпе Вячеслав ГОРБУНОВПА калаçатпăр.

– Вячеслав Анатольевич, куратпăр, çĕр ĕçченĕсемшĕн кăçал та çăмăл мар çулталăк пулчĕ. Тухăçшăн унăн кашни кун, кашни самантра тăрăшма тиврĕ тесен те йăнăш мар.

– Çапла, çанталăк кăçал та аграрисене самаях ура хучĕ темелле. Çурхисем атакланас чух çумăрсем пулмарĕç, кайран, тухăç илес тапхăрта, ытлашши те лÿшкерĕç. «Санары» агрофирмăн уйĕсем акă талккăшĕпе тенĕ пек шалкăма тÿссе ирттерчĕç. Çанталăк синкерĕ çĕрулмин тĕп тунисене чылай хуçрĕ. Ку лару-тăрура хуçа пуçа усманни савăнтарать – пăр çапнă вырăнсене микроэлементсемпе вăхăтра апатлантарчĕç, çĕрулми тымарĕсем иккĕмĕш хут хăват илчĕç. Çакнашкал тĕслĕхсем вăрнарсем çĕрпе чуна парса ĕçленине çирĕплетет.

Аграрисем кăçал кĕрхисене 4248, çурхисене 13339, çĕрулмие 726, пахчаçимĕçе 15, хăмлана 18 гектар çинчен япăх мар пухса илчĕç. Çакă тухăçшăн кирлĕ ĕçсем пурнăçланипе те çыхăнчĕ: культурăсене 1068 тонна минераллă удобренисемпе апатлантарнă, çĕре кали, извеç кирлĕ пек хывнă.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен пухăмĕ 36291,5 тоннăпа танлашрĕ, вăтам тухăçĕ – 21,8 центнерпа.

– Пĕрлехи кăтарту начар мар. Çапах та çĕр ĕçченĕсен паян хăш хуçалăхсемпе танлашма тăрăшмалла?

– Палăртма кăмăллă, районта аталанакан, çынсене ĕç вырăнĕсем паракан, тивĕçлĕ шалу тÿлекен хуçалăхсем сахал мар. Професси уявне, сăмахран, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив коллективĕ пысăк кăтартусемпе кĕтсе илет. Тĕш-тырăсене кунта кашни гектартан 30,4 центнер пухса кĕртнĕ. Ертÿçи – Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Шумилов.

Ял хуçалăх маякĕсене тухăçпа палăртас пулсан, ку йыша Алексей Игнатьев фермер хуçалăхне – 27,6 центнер, «Мураты» хуçалăха (ертÿçи Геннадий Спиридонов) – 27,5 центнер, ыттисене кĕртмелле.

Çĕрулмипе илсен, ăна кăçал «Мураты» хуçалăхра чи пысăк лаптăк лартса турĕç, тухăçĕ те кунта чи лайăххи – 286 центнер. Пĕтĕмĕшле районĕпе «иккĕмĕш çăкăра» 726 гектар çинчен 15456,8 тонна пуçтарса илнĕ, вăтам тухăç – 219 центнер.

– Культурăсем пирки калаçнă май, уй-хир пикине те манса хăварас мар. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ ăна хамăр условисенчех тĕшĕлĕх çитĕнтерес опыта республикăра чи малтан алла илчĕ-çке.

– Тĕрĕсех, агрохолдинг пуçланă ĕç Чăваш енри ытти хуçалăхсенче те кăсăклăх çуратрĕ, опытпа паллашас текенсем чылай пулчĕç. Тăватă çулта ĕç мелĕсен тухăçлăхĕ те ÿсрĕ ĕнтĕ. Кăçал Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тĕшĕлĕх акнă уйĕсем 1000 гектара сарăлчĕç. Тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах – 50 центнертан та иртнĕ.

Çĕнĕ йышши технологисене пурнăçа кĕртни тухăç, тупăш çăлкуçĕ пулса тăнине манмаççĕ ку предприятире. ,çĕн кашни циклĕ пĕр-пĕринпе çыхăннă. Рациона кĕртнĕ кукуруза çăнăхĕ акă выльăхсен ÿтхушаслăхне, продуктивлăхне ÿстерет. Сĕт производстви 40 процент пысăкланнă, аш-какай пĕлтĕрхинчен 74,9 тонна ытларах туса илнĕ. Кăлпасси продукцийĕ çулсерен Мускаври агропромышленность куравĕнче пысăк хака тивĕçет. Çакă ĕнтĕ вăл коллективăн пĕрлехи пысăк ĕçĕ.

– Чăннипех çĕре парăннă, йывăрлăхсене пăхмасăр малалла талпăнакан çынсем пулман пулсан, çак ырă самантсем пирки калаçу та çуралмĕччĕ. Професси уявĕ умĕн чи-чи ăстисене ятранах асăнар мар-и?

– Çапла, ял паян ылтăн алăллă, хĕрÿ чĕреллĕ çынсем çинче тытăнса тăрать. Районти хуçалăхсен кашни коллективĕнчех мухтава тивĕçлисем речĕпех. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн комбайнерĕ Николай Тихонов акă кăçал 2974 тонна тĕш-тырă çапса тĕшĕлерĕ. Ку предприятин операторĕ Мария Николаева сыснасен талăкри ÿтхушаслăхне 670 грама, «Кольцовка» агрофирма скотникĕ Александр Ерошин мăйракаллă шултра выльăхăн талăкри ÿтхушаслăхне 997 грама çитернĕ. Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхри Ирина Константинова оператор пĕр ĕнерен 5263 кг сĕт суса илнĕ. «Янгорчино» хуçалăхăн зоотехник-селекционерĕ Надежда Сергеева выльăх ăратне ÿстерессипе пысăк ĕç пурнăçлать, ку енĕпе районти, республикăри конкурссенче хастар.

Пĕтĕмĕшле, районти ял хуçалăх ĕçченĕсем пĕр тĕллевпе пурăнаççĕ, тăрăшаççĕ – сфера экономикине çĕклессипе, çĕр ĕçне сыхласа хăварассипе. Вĕсене чĕререн тав тăватăп.

– Отрасле тытса тăма паян кадрсем пур-ха. Ыранхи кун валли çамрăксене яла мĕнле илĕртме пулать?

– Çĕр ĕçне юратакансем валли паян тĕрлĕ формăсем ĕçлеççĕ. Пуçлакан фермерсен тата çемье фермисен программи пурнăçа кĕнĕренпе вĕсен шучĕ пĕтĕмĕшле вунсаккăра çитрĕ, улттăшĕ грантсене кăçал тивĕçрĕç.

Çамрăксене яла тавăрас тĕллевпе федераллă тĕллевлĕ программăпа çамрăк специалистсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтереççĕ. Кăçал социаллă тÿлеве (пĕтĕмпе 9 млн та 835 пин тенкĕ) вунă çемье илмелле.

Унсăр пуçне, аграрисене паян тăкаксене саплаштарма патшалăх енчен тĕрлĕ субсидисем уйăраççĕ. Ял çыннин пурнăçне хăтлăх кĕртес тĕллевпе те тĕрлĕ мероприятисем пурнăçланаççĕ, çулсем çĕнелеççĕ, пирвайхи медицина пулăшăвĕ парасси çывăхланчĕ.

Тĕллевсем пысăк – çĕр çыннин ĕçне тивĕçлипе хаклассине тĕпе хурасси, перспективлă инвестици проекчĕсене ытларах пурнăçа кĕртесси.

– Уявпа саламлатпăр! Калаçушăн пысăк тав!

С.ЧИКМЯКОВА калаçнă.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика