09:18 24 октября 2015 г.
Вăрнар Арбатĕнче çуран çÿрекенсен зонине пĕлтерекен паллă лартнă пулин те автомобильсем ку çул лаптăкĕнче икĕ енĕпе те вĕçтерсе иртни çинчен хаçатра пĕрре мар хускатнă. Редакцие халĕ те мерăсем мĕншĕн йышăнманни пирки çынсем ыйтса килеççĕ, шăнкăравлаççĕ.
Чăн та, паллăна автомобилистсенчен нумайăшĕ пăхăнасшăн мар. Çитменнине, «Мир» киоск патĕнчен ача-пăча площадкине çуран каçакансене ирттермелли ятарлă паллăна та илсе пенĕ. Халĕ хăш-пĕр водительсем кунта çын пулсан та чарăнса ирттермеççĕ.
Нивушлĕ Вăрнар Арбатĕнче унчченхи йĕркене тавăрма май çук? Е çуран çÿрекенсен зонине пĕлтерекен паллăшăн айăплав хумаççĕ?..
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии