09:11 24 октября 2015 г.
Ачаран пуçа кĕрсе юлнă çак сăвăн пĕлтерĕшĕ паян уйрăмах пысăк. Ку саманара ĕç рынокне тухтăр та, летчик та, шофер та, комбайнер та питех кирлĕ.
Пофесси суйласси – кашни çамрăкшăн яваплă утăмсенчен пĕри. Çавăнпах паян профориентаци ыйтăвĕпе шкулсенче тимлĕ ĕçлени кирлĕ.
Экономикăри улшăнусем пысăк квалификациллĕ специалистсене ыйтаççĕ. Шел те, çитĕнекен ăру нумай чухне профессие ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва кура мар, обществăри курнăçулăхшăн суйласа илесшĕн. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе республикăра кăçал та волонтер-профориентаторсен «Кăмăллакан професси» акци ĕçлеме тытăнчĕ.
Пирĕн районтан акцие чылай предприяти-организаци хутшăнать. Вăл шутра – «Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ» автономлă учреждени те.
Виçĕмкун пĕрлештернĕ Çĕрпелти тата Хирпуçĕнчи шкулсен вĕренекенĕсем пичет ĕçĕпе кăсăклансах паллашрĕç. Район хаçачĕн, журналпа бланк продукцийĕн хатĕрлевĕн кашни тапхăрне тĕлĕнсе сăнарĕç вĕсем.
Çĕрпел тăрăхĕнчи ачасене çавăн пекех Вăрнарти хутăш препаратсен заводне (кунта поселокри шкулсенче вĕренекенсем пулнă ĕнтĕ) илсе кайма палăртнă. Тăван çĕрпе те туслаштарасшăн. Çавна май вĕренекенсем вырăнти «Янгорчино» ял хуçалăх коопертивĕнче те пулĕç.
С.ЧИКМЯКОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии