09:08 24 октября 2015 г.
Юлашки вăхăтра криминаллă хроникăсенче, прессăра мушенниксем ытларах та ытларах путсĕрле ĕç тунине асăрхама пулать. Улталаса пуяс текенсем мĕн тĕрлĕ схема шутласа тупмаççĕ пулĕ? Мĕнле асăрханмалла-ха вĕсенчен – кун пирки Раççей Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн полицин участокри уполномоченнăйсен тата çула çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕпе Александр КУДРЯВЦЕВПА калаçатпăр.
– Юлашки вăхăтра Интернет-ултавлăх çинчен час-часах илтетпĕр. Халăха ку енĕпе мĕнле асăрхаттармалла?
– Чăн та, мушенниксем Интернетра хунасах кайнă теме пулать. Сăмахран, суя интернет-лавккасем хăйсен таварĕсене тата тивĕçтерĕвĕсене йÿнĕрех хакпа сĕнеççĕ. Ку вăл телефон та, автомобиль те пулма пултарать. Тĕрĕссипе, хаксем ытла пĕчĕк пулни сисчĕвленме хистемелле пек. Анчах та укçа перекетлес текенсем тепĕр чухне шар кураççĕ те.
Темиçе сайтри хаксене танлаштарăр, енчен те вĕсен уйрăмлăхĕ пысăк-тăк, асăрханăр.
Çын мĕн те пулин выляса илнĕ тесе суякансем сахал мар. Сăмахран, мушенниксем эсир автомобиль хуçи пулса тăнă тесе СМС яраççĕ, анчах та сирĕн вылявран налук хывмалла имĕш. Манса ан кайăр, налуксене пĕлмен-палламан çынсене мар, налук службине кăна тÿлемелле.
Интернет-мушенниксен тепĕр ĕçĕ – социаллă сетьсенче аккаунтсене «çĕмĕрни», вĕсен хуçисен ячĕпе тусĕсем патне укçапа пулăшма ыйтса яни. Кун пек чухне пĕлĕш патне шăнкăравласа ăна чăнахах та пулăшу кирлĕ-кирлĕ марри çинчен ыйтса пĕлни аванрах. Анчах та соцсетьри çырура мар, унта сире мушенник хуравлама пултарать.
– Банк карттине блокировка тунă текен хыпар килсен тата мĕн тумалла-ха?
– Çынсене тÿрех асăрхаттарасшăн, нихăçан та СМС янă номер çине ан шăнкăравлăр, хирĕç те çырса ан ярăр. Унсăрăн сирĕн счет çинчи укçа çухалма пултарĕ. Кун пек чухне хăвăр банкăн картти хыçне çырнă «вĕри лини» телефонĕпе шăнкăравласа пĕлни тĕрĕсрех.
– Интернетра ĕç шыракансем ултава лекнине те пĕрре мар илтнĕ...
– Çапла, мушенниксем ĕç сĕнекен пĕлтерÿсем урлă та пуйма хăтланаççĕ. Нумай чухне вĕсем хăйсене пĕр-пĕр организаци ертÿçи пек кăтартаççĕ, салук сумми ыйтаççĕ, кайран вуçех çухалаççĕ. Çавăнпа та укçа куçарма васкамалла мар. Ултав серепине лекрĕр-тăк, тÿрех полицие пĕлтерĕр.
– Паллашу сайчĕсенчи мушенникла ĕçсем пирки асăрхаттарсан та аванччĕ.
– Чăнах, паллашу сайчĕсемпе çынсем çав тери анлă усă курма пуçларĕç. Анчах та унта юратнă çынна кăна мар, сирĕн укçана куç хывнă мушенниксене те тупма пулать. Кунашкал тĕслĕх Элĕк районĕнче те пулнăччĕ. Çамрăк хĕрарăм Интернет урлă ют çĕршыв арçыннипе паллашнă, çур çул çырусем çÿретнĕ. Хыççăн арçын хĕрарăм патне «килме» шухăшланă, анчах та унăн билет туянма укçа çук иккен. Шанăçа кĕнĕскере çирĕп юрату кĕтекен хĕрарăм тăватă хутчен пурĕ 450 пин тенкĕ куçарса панă. Шел, хыççăн арçынран урăх сас-хура пулман...
– Мĕн тумалла-ха мушенниксен ултавне лексен?
– Паллах, тÿрех полици уйрăмне каймалла. Тĕпрен илсен, путсĕрле ĕçе тăвакансем ют регионсенчен, çавăнпа та вĕсене йĕрлесе тупма йывăртарах. Çийĕнчех пĕлтерни пĕлтерĕшлĕ, СМС-па килнĕ пĕлтерÿсене, телефон номерĕсене, сире ярса панă реквизитсене сыхласа хăварăр.
Яланах тимлĕ пулăр. Укçа, парне, ытти тавара выляса илнĕ текен çырусене, пĕлтерÿсене ан ĕненĕр, хăвăрăн даннăйсене никама та ан пĕлтерĕр.
– Калаçушăн тав.
С.ЧИКМЯКОВА калаçнă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии