11:56 17 октября 2015 г.
Вăрнарти тĕп больницăра Пĕтĕм тĕнчери врач кунĕ умĕн çамрăк тухтăрсене чысласси йăлана кĕнĕ.
Кăçал асăннă сиплев учрежденине ĕçлеме виçĕ врач – Наиль Залалдинов, Максим Самарин, Александр Андреев – килнĕ.
Коллектив çамрăк специалистсене тарават йышăнса ятарласа уяв йĕркеленĕ. Малтанах çамрăк тухтăрсем Çамрăк врачăн аллейинче улмуççисем лартнă. «Районта медицина кадрĕсем çитмеççĕ. Эпир сире хамăр йыша йышăнма питĕ хавас. Чăн-чăн тухтăр пулас тесен нумай пĕлмелле тата çине тăрса ĕçлемелле. Ăсталăха та, пĕлĕве те çулсеренех ÿстерсе пымалла. Аслă юлташăрсем сире пулăшса пырĕç», – ырă суннă çамрăксене больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков. Унтан çамрăк специалистсем савăнăçлă лару-тăрура шурă халатсем тăхăннă, врач присягине тытнă. Вăрнар больницинче ĕçлекенсем вĕсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии