Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шкул уява йыхравлать

10:56 17 октября 2015 г.

Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕн Ассакасси вулăсне кĕнĕ Чăрăшкас Хирлеп ялĕ XIX ĕмĕр вĕçĕнче ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Хутла пĕлмен халăх йывăр та тертлĕ пурнăçпа асапланнă. 500 çынтан иккĕш-виççĕш кăна (киле таврăннă салтаксемпе пупсем) вулама тата çырма пĕлнĕ.

1860 – 1880 ç.ç. Раççейре пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Вăл вăхăтри реформăпа килĕшÿллĕн пирĕн тăрăхра та шкулсем, фельдшер пункчĕсем уçăлма тытăнаççĕ.

1890 çулта Чăрăшкас Хирлеп ялĕнче шкул çурчĕ хута каять. Вăл икĕ класран тăнă% «кĕçĕннисен» тата «аслисен». Пĕрремĕшĕнче икĕ çул вĕреннĕ, юлашкинче – пĕр çул.

1892 çултан тăватă çуллă вĕренÿ йĕркеленет. Маларах 13–14 вĕренекен пулнă, каярах вĕсен шучĕ 35–40-е çитнĕ. Дьякон хыççăнхи пĕрремĕш вĕрентекен – Мăн Хирлеп çынни Егор Ефимович.

Вăхăт иртнĕçемĕн самани те улшăнать. Пĕчĕк шкултан çичĕ çул, каярах сакăр çул вĕренмелли шкул пулса тăрать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче шкул пĕтернисем те, шкулта вĕренекенсем те чăн-чăн патриот пулса вăрçă хирĕнче, тылра çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Чылайăшĕ орденсемпе медальсене тивĕçнĕ.

Мĕн тери савăнăçпа уçаççĕ 1945 çулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çутă та илемлĕ икĕ хутлă шкул алăкне (1937 çулта правительство çĕнĕ шкул çурчĕ валли укçа-тенкĕ уйăрнă). 54 çул хушшинче çак пĕлÿ çурчĕ сахал мар пултаруллă та пархатарлă ывăл-хĕр ÿстернĕ, çирĕп те шанчăклă çунат парса Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне вĕçтернĕ. Хура çĕре анне тесе хисеплекен çĕр ĕçченĕ, пирĕн канăçлăха упракан çар çынни, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшакан сиплĕх сыхлавçи, çитĕнекен ăрăва ăспа сапăрлăх паракан вĕрентÿçĕ, сцена çинчен савăнăç парнелекен ăста тата ыттисем (пурне те ăçтан асăнса пĕтерейĕн) шкулăн чысĕпе мухтавĕ.

Паянхи вĕренекенсем пурнăç ыйтнине пуренлĕн тивĕçтерекен хăтлă шкулта пĕлÿ пухаççĕ. 1999 çулта вăл ача-пăча сассипе тулнă. Çак шкулпа сывпуллашнисем те, халĕ ăс пухаканнисем те тăван шкулăн ăшшине туйсах тăраççĕ, хăйсен пултарулăхне кирлĕ шайра кăтартма тăрăшаççĕ, аслăрах ÿсĕмрисенчен тĕслĕх илеççĕ.

Пĕрремĕш утăмсем тума пулăшса пурнăç çулĕ çине тăратнă тăван шкулăм уява хатĕрленет. Кĕçех, юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче, 125 çулхи юбилейне паллă тăвĕ. Çак чаплă куна лайăх кăмăл-туйăмпа ирттерме Чăрăшкас Хирлепри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пурне те хăйĕн кĕрекине йыхравлать.

Светлана ИЛЬИНА–НИКИТИНА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика