15:55 16 октября 2015 г.
Республикăри информаципе пропаганда мероприятийĕсен йĕркипе октябрĕн 22-мĕшĕччен Вăрнар районĕнче те «Тĕттĕмре çутал!» вунăкунлăх пырать.
– Республикăра çуран çÿрекенсем çул-йĕр инкекне лекнĕ тĕслĕхсем тăтăш тĕл пулаççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра акă кунашкал тĕслĕхсем 370 çырăннă, вĕсенче 57 çын пурнăçĕ татăлнă, 341-шĕ тĕрлĕ сурансем илнĕ. Çын çине кĕрсе кайнă тĕслĕхсен 50 проценчĕ тĕттĕм вăхăтра пулнă, çапла 34 çын вилнĕ, 148 аманнă, – пĕлтерчĕ Раççей Ш,М-н «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Владимир Петров.
Каçхине пулнă инкексенчен нумайăшĕ çын тумĕ çинче тĕттĕмре çутатакан элементсем пулманнипе çыхăннă.
Халĕ хăвăрт тĕттĕмленет. Çавăнпа та харпăр хăй пурнăçĕшĕн çынсен хăйсен те тимлĕ пулмалла. Тĕттĕм вăхăтра çул тăрăх утакан çуран çынсен çĕрле çутатакан элементлă (фликерсем) тумтир тăхăнмалла, çакă машина çутинче аякранах çулпа çын пынине курма май парĕ. Çитменнине, кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çак йĕркене пăхăнманшăн айăплаççĕ те – 500 тенкĕ штраф хураççĕ. Йĕрке, чи малтанах, хула тулашĕнчи трассăпа çÿрекенсене пырса тивет.
Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче халĕ калаçусем валли çивĕч тема пур. Ача сачĕсенче çул-йĕр травматизмне асăрхаттарассипе, пĕлнĕ тăрăх, мероприятисем анлă иртеççĕ. Поселокри «Ромашка» шкул çулĕчченхи вĕренÿ учрежденийĕнче кашни ачанах фликерсем валеçсе панă.
Вунăкунлăх йĕркипе шкулсемпе ача сачĕсенче «Тĕттĕмре çутал!» акципе патшалăх автоинспекторĕсем пулĕç, профилактика ĕçĕсем пирки ăнлантарĕç, ашшĕ-амăшĕсемпе пухусем йĕркелĕç, ачасене çул çинче пĕччен хăварма юраманнине, автомобильпе илсе çÿремелли йĕркесене тепĕр хут аса илтерĕç.
С.ЧИКМЯКОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии