09:14 14 октября 2015 г.
Республикăра Пĕтĕм Раççейри «Раççейри социаллă эффективлăх организацийĕ» конкурсĕн регионти тапхăрĕ старт илнĕ. Вăл организацисемпе предприятисен шайĕнче социаллă ыйтусене çĕклессин кирлĕлĕхне çынсене пĕлтерес, ку енĕпе ĕçлекен предприятисен ырă опытне сарас тĕллевлĕ.
Конкурс 12 номинаципе иртет. Вĕсем ĕç вырăнĕсене аталантарассипе, производство травматизмне чакарассипе, кадрсен потенциалне ÿстерессипе, ĕç коллективĕсенче сывă пурнăç йĕркине йĕркелессипе тата ыттипе çыхăннă.
Заявкăсене http,//soc.rosmintrud.ru/ адреспа электронлă пÿлĕмре йĕркелеççĕ, документсене ноябрĕн 2-мĕшĕччен Шупашкар хули, Ленинградски ур., 33-мĕш çурт, 2-мĕш хут, 24-мĕш пÿлĕмре йышăнаççĕ. Тулли информацие 8(8352)26-13-41, 62-10-46 телефонсемпе, «Охрана труда в Чувашской Республике» ятарлă сайтра (www.ot.cap.ru) илме пулать.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии