09:13 14 октября 2015 г.
Ведомствăна пăхăнман Вăрнарти хурал уйрăмĕн ĕçченĕсем – полици прапорщикĕ В.Н.Романов тата полици аслă сержанчĕ В.Н.Лукин – Вăрнарти Тракторнăй тăкăрлăкри 2-мĕш «А» çурт çывăхĕнче хулиганла ĕç тăвакансене тытса чарнă.
Ку çурт умĕнче ларнă ГАЗ-330232 автомашина ураписене çĕçĕпе касакан икĕ çамрăка асăрхани çинчен кунта пурăнакансем дежурнăй чаçе шăнкăравласа пĕлтернĕ. Полици нарячĕ вырăна çитсе виçĕ минутра ГАЗелĕн ултă урапи касăккине палăртнă. Преступниксен паллисене ыйтса пĕлсе çывăхри вырăнсене тĕрĕслеме тытăннă. Ведомствăна пăхăнман Вăрнарти хурал уйрăмĕн ушкăнĕ хулиганла ĕç тăвакансене Матросов урамĕнчи 27-мĕш çурт çывăхĕнче тытса чарнă, районти полици уйрăмне çитернĕ.
Çамрăксем пĕри Вăрнартан, тепри – Канаш районĕнчи Улаксар ялĕнчен. Вĕсем, автомобиль ураписене ним сăлтавсăр каснăскерсем, ун хуçине, Çăкаллă Явăшри С.Петрова, 13 пин ытла тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Канаш районĕнчи çамрăк тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 167-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе (ют пурлăха юриех тĕп туни е сиенлени) уголовлă ĕç пуçарнă.
Ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕн ĕçченĕсем хăйсен профессионализмне тата преступление уçса парассинчи оперативлăхне тепĕр хут çирĕплетрĕç. Хăйсен пурлăхне хурала шаннă граждансем ун управлăхĕшĕн лăпкă пулма пултараççĕ.
Çакна та палăртмалла, ку преступление уçса пама «Хăрушсăр хула» программăпа лартнă видеоасăрхав камерисем (сăнÿкерчĕкре) те пулăшнă.
В.ПАВЛОВ,
ведомствăна пăхăнман Вăрнарти хурал уйрăмĕн пуçлăхĕ
полици капитанĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии