Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Иван Моторин Вăрнар тăрăхĕнче

10:02 09 октября 2015 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Вăрнар районĕнчи ĕçлĕ çÿревне район пуçлăхĕпе Валерий Шумиловпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Вячеслав Горбуновпа пĕрле ыйтуллă строительство объекчĕсенчен пуçларĕ.

Сăмах çирĕплĕхĕ пулĕ-и?

Регион пĕлтерĕшлĕ Калинино – Патăрьел – Елчĕк автоçулăн Калининăри Мăн Çавал урлă выртакан кĕперĕн тĕплĕ юсавне кăçалхи сентябрь тĕлне вĕçлемеллеччĕ. Ку срока «Чувашавтодор» акционерсен уçă обществи Чăваш ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева çуллах пĕлтернĕччĕ.

Анчах кĕпере çĕклеме тытăнсан хушма тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн сăвай никĕсне вăйлатмаллине палăртнă, çавна май проект документацине улшăнусем кĕртме тивнĕ, тĕплĕ юсав вĕçленĕвĕн срокĕ тăсăлнă, пĕлтереççĕ подряд организацийĕнчен.

Организаци кĕпере хальхи йышши çĕнĕ технологисемпе усă курса юсать. Вăл 62,1 метра тăсăлать, автомобильсем çÿремелли çул анлăшĕ – 6 метр. Контрактпа пĕтĕмĕшле ĕç хакĕ 42,8 млн тенкĕпе танлашать.

Правительство Пуçлăхĕ хальхи вăхăтра ĕçсем мĕншĕн тытăнса тăнипе кăсăкланчĕ. «Чувашавтодорăн» генеральнăй директор тивĕçĕсене пурнăçлакан Павел Евдокимов чарăну укçа-тенкĕпе çыхăннине пĕлтерчĕ.

Ĕçсем, чăн та, пур-ха. Пăрăссене вĕçне çитиех вырнаçтарса çитерме октябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне планлаççĕ. Кĕпер сийне хумалла, асфальт сармалла, хăрушсăрлăх хÿмине çĕклемелле тата ытти те.

Иван Борисович вăхăтлăх кĕперпе çÿресси водительсемшĕн те, çуран çÿрекенсемшĕн те чăрмав кăларса тăратнине шута хурса ыйту пĕрремĕшле тимлĕхре пулнине палăртрĕ, подрядчиксене каланă сроксем тĕлĕшпе сăмаха çирĕп тытма ыйтрĕ.

Кĕтсе илетпĕрех

Вăрнарти 7-мĕш «Ручеек» ача сачĕн строительстви те юлашки çулта влаç представителĕсен тимлĕхĕнчен тухмарĕ.

Халĕ вăл ачасене йышăнма хатĕрех тесен те йăнăш мар. Çутă та пысăк пÿлĕмсене сĕтел-пукан вырнаçтарнă, теттсем кĕçĕннисене кĕтсе лараççĕ. Стенасене илемлетсе çырнă. Территорие хăтлăх кĕртнĕ, площадкăсенче тĕрлĕ выляв-спорт хатĕрĕсене вырнаçтарнă.

Республика, район ертÿлĕхĕ ача сачĕн чылай пÿлĕмне – вăл шутра музыка, интерактивлă залсене, апатлану блокне – пăхса çаврăнчĕ. Çĕнĕ технологисемпе тунăран учрежденире сăрă шăрши пачах та кĕмест. Анчах та Правительство Пуçлăхĕ Иван Моторин куçа тÿрех курăнакан тÿрĕ мар урайсем, мачча çуркаланни тĕлĕшпе асăрхаттарусем тумасăр тăраймарĕ. «,мĕрлĕх, ачасем валли вĕт», – терĕ вăл «Аридаль» тулли мар яваплă общество директорне Юрий Альхимовича ÿпкелесе.

Пĕтĕмĕшле, паллах, аван. Шкул çулĕчченхи вĕренÿ учрежденийĕн ертÿçи Ирина Львова ача сачĕ кĕçех кĕçĕннисене туллин йышăнассине пĕлтерчĕ.

 

Кивĕ çуртран – çĕнĕ хваттере

Иван Сандомиров ертсе пыракан «Вурнарская» строительство организацийĕн ĕçченĕсен Зеленăй тăкăрлăкри 3-мĕш çуртра ĕçсем нумаях юлман. Строительсем территорие хăтлăх кĕртессипе, шалти ĕçсене пурнăçлассипе тăрăшаççĕ.

Ку – пĕтĕмĕшле граждансене кивĕ çурт-йĕртен куçарас программăпа çĕкленнĕ çурт. Укçа-тенкĕ тивĕçтерĕвĕ 40 млн та 63 пин ытларах тенкĕпе танлашать. 39 çемье валли вĕсен малтанхи пурăнмалли лаптăкне шута илсе пĕр пÿлĕмлĕ 21, икĕ пÿлĕмлĕ 18 хваттер çĕкленĕ. Хăтлăхĕ те пĕтĕмпех пулĕ – обойсенчен пуçласа сантехника, газ оборудованийĕ таранах.

Иван Александрович çемьесене çĕнĕ хваттер уççисене Çĕнĕ çул умĕн парассине пĕлтерчĕ.

 

Пысăк ĕçсем куç умĕнче

Çакна Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче пулнă май Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин ахальтен палăртмарĕ. Çĕршыври, республикăри вăйлă конкуренци условийĕсенчех завод ĕçченĕсем производство кăтартăвĕсемпе малта пыраççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра акă тавар туса кăларса ăсатасси 8 млрд тенкĕрен те иртнĕ.

«Август» Фирмăн Вăрнарти филиалĕн директорĕ Владимир Свешников, директорăн производство енĕпе ĕçлекен заместителĕ Александр Бобин влаç представителĕсене 12 пин тонна таран чĕртавар тата 15 пин тонна таран хатĕр продукци вырнаçакан склад хуçалăхĕпе, гербицидсен пысăк пайне туса кăларакан 181-мĕш, полимерлă тарăсем кăларакан цехсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Наукăпа производство центрĕнче, ăна икĕ çул каялла çĕклесе лартнă, пысăк хăнасене Ольга Капитонова кĕтсе илчĕ. Продукцин пахалăхне тата хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тапхăрсем мĕнле пурнăçланнине кăтартрĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика