12:00 10 октября 2015 г.
Октябрĕн 12-мĕшĕччен республикăра ачасене полиомиелитран иммунизацилес акци пырать. Прививкăна 6 уйăхран тытăнса 14 çулчченхи ачасене, çавăн пекех Украинăран килсе çитнĕ, регионта вăхăтлăх пурăнакан ачасене тăваççĕ.
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн эпидемиологи асăрхавĕн тата санитари хÿтĕлев пайĕн пуçлăхĕ Михаил Смирнов палăртнă тăрăх, 2968 ачана вакцинаци туман, ытларахăшне – ашшĕ-амăшĕ хирĕç пулнине кура. «Миграци вăйланса пынă май, республикăна инфекци илсе кĕрес хăрушлăх пур. Сăмахран, кăçал прививка туман ачасем полиомиелитпа чирленине Украинăра, Пакистанра, Афганистанра палăртнă», – пĕлтерет М.Смирнов.
Полиомиелитран сипленме йывăр: нумай чухне вăл инвалидлăх, тепĕр тĕслĕхсенче вилĕм патне çитерет. Чире иммунизаципе кăна асăрхаттарма пулать.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии