08:45 07 октября 2015 г.
Куратпăр: шыв та, сывлăш та çĕрет...
Çĕр тăрăх выçлăх ĕмĕлки çÿрет.
Планетăна пĕрле çăлас чухне
Кĕллесшĕн пĕр импери тепĕрне.
М.ВАСИЛЬЕВ.
Ку темăна пĕрре кăна çĕклемен. Анчах та, шел, хальлĕхе ырă улшăнусене ытлашшиех курма май килмерĕ. Уйрăм çĕрте кăна, кунти халăх ыйту çивĕчлĕхне ăнланнăран кăна, тасалăх енне пысăк утăм турĕç. Нумай вырăнта вара çĕр-аннемĕр çаплипех çын чунсăрлăхне пула асапланать.
Ялсен çумĕнчи, варринчи çырмасене пăхăр-ха: нумайăшĕ çÿп-çаппа, тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тулса ларнă. Ку – пĕри те теприн ăссăрлăхĕпе, чун-чĕри чухăн пулнипе «çырăннă» ÿкерчĕк. Хамăр сывлакан сывлăша варалани, хамăр çÿрекен, хамăра тăрантаракан çĕре чирлеттерни...
Вăрмансене уйрăмах шел. Поселок таврашĕнчисене хĕррине кăна çитсе пăхăр. Каллех çын чыссăрлăхĕн йĕрри курăнать.
«Машинăсемпех килсе тăкаççĕ», – пĕлтерчĕ пĕр хĕрарăм Лермонтов урамĕ çывăхĕнче йĕркеленĕ свалка пирки. Чăнах та, яштака хурăнсен хÿттинче тăсăлакан пĕчĕк пĕве çыранĕ талккăшĕпех тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тулнă. Кивĕ тумтир, йăлари техника, сĕтел-пукан, пластмасса кĕленчесем тата ытти темтепĕр тавралăх сăнне пăсать çеç мар, усал сывлăшпа пÿлĕнтерет. Мĕскĕн йытă çурине те пулин çÿп-çап купине килсе пăрахнă.
Шел те, поселок таврашĕнчи ытти вăрман хÿтлĕхĕсенче те çакнашкал ÿкерчĕкех.
Çак ыйту тепĕр çивĕч ыйту та çуратать. Уйрăм секторта пурăнакансемпе йăлари каяшсене илсе тухассипе мĕншĕн килĕшÿсем тумалла мар? Вĕсем вăрмансемпе çырмасене çÿп-çаппа купаланинчен лайăхрах мар-и çакă? Чеереххисем йăлари каяшсен пакечĕсене нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕнчи контейнерсене килсе пăрахаççĕ-ха, анчах та хваттерсенче пурăнакансем куншăн сахал мар укçа тÿлеççĕ вĕт-ха. Мĕншĕн çÿп-çапа илсе тухассине хăшпĕр ялсенче йĕркелеме пултарнă, поселокра нивушлĕ çирĕплĕх кĕртме çук. Раççейри чылай хулара уйрăм çуртра пурăнакансем ку тивĕçтерÿшĕн тахçанах тÿлеççĕ.
Кирлех-тĕк, çÿп-çап куписен «авторĕсене» те тупма пулать. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă темеççĕ-и-ха?
Патшалăх Думи сĕнекен саккун проекчĕ ĕçлеме пуçласан, тен, çак ыйту патне таврăнма пăрахăпăр. Депутатсем çÿп-çапа юраман вырăнта пăрахнăшăн ахаль çынсене 5 пин тенкĕлĕх, юридици сăпатĕнче тăракана 200 пин тенкĕлĕх, должноçри çынна 40 пин тенкĕ таран штраф хума сĕнеççĕ. Водительсене чÿречерен чĕлĕм тĕпĕ е çÿп-çап пакечĕ ывăтса хăварнăшăн 5–10 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттермелле е 20–40 талăк обязательнăй майпа ĕçлеттермелле тăвасшăн.
Сингапурта акă çÿп-çапшăн çав тери пысăк штрафсем хураççĕ. Хут татăкки пăрахнăшăн – 100 доллар, хăв хыççăн çÿп-çап хăварнăшăн – 1000 доллартан пуçласа 10000 доллар таран. Çавăнпах ĕнтĕ Сингапур – азиатсен çĕршывĕнче чи таса утравсенчен пĕри. Кунашкалах опыт ытти çĕршывра та хуçаланать. Пирĕн Раççейре те асăннă саккун ĕçлеме пуçласан тем пекехчĕ. Çĕр-планетăна пĕрле çăлар...
С.ЧИКМЯКОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии