Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Спорта аталантарма

08:43 07 октября 2015 г.

Районти шкулсенчи спортсменсем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртура Туçи Мăратри тулли мар вăтам шкул команди пĕрремĕш вырăна тухнă, ăна Диплом парса хавхалантарнă. Команда çитĕнĕвĕнче Полина Смирнова, Ксения Углова, Светлана Углова, Денис Смирнов, Николай Павлов, Василий Иванов спортсменсен тÿпи пысăк.

– Ачасен ăс-тăн аталанăвĕ, сывлăх тĕреклĕхĕ вĕсем физкультурăпа спорта юратнинчен, тĕрлĕ енлĕ ăмăртусене анлă хутшăннинчен килет, – çирĕплетсе каларĕ физкультура учителĕ Алевтина Николаевна Кузнецова.

Шкулта сывă пурнăç йĕркине пĕчĕкрен хăнăхтарма лайăх майсем туса панă. Спорт залĕ, тĕрлĕ ăмăртусемпе вăйăсем ирттермелли площадкăсем пур. Физкультурăпа спорта аталантармалли программăна куллен пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Ачасем ГТО нормисене ăнăçлă пурнăçлаççĕ.

В.МОСКВИН.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика