09:35 05 октября 2015 г.
Кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пынă май, Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕнче пуян кĕрĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме кăмăллă. Кашни гектартан вăтамран бункер виçипе 31,8 центнер тĕштырă пухса кĕртнĕ. Хăшпĕр культурăсен тухăçĕ тата пысăкрах. Сăмахран, ыраш кашни гектартан 45 центнер тухнă, урпа 38 центнерпа танлашнă, викăпа пăрçа тухăçĕ те савăнтарнă.
Хуçалăх çулсерен выльăх-чĕрлĕхрен илекен тупăша ÿстерсе пырать, экономика тĕреклĕхĕ енĕпе районта хăвăрт аталанакан предприяти. Çавалкаспа Сăкăтри фермăсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 1006 пуçа çитнĕ. Сăвакан ĕнесем 295. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх витисене хăйĕн вăйĕпе çĕнетсе пырать. Юлашки çулсенче сĕт-çу фермипе çамрăк пăрусене пăхса усрамалли витесене тĕпрен юсанă.
Фермăсенчен продукци илесси пĕлтĕрхинчен ÿснĕ. Иртнĕ сакăр уйăхра 1081 тонна сĕт хатĕрлесе панă. Кашни ĕнерен 3664 килограмм сĕт суса илнĕ. Хăшпĕр дояркăсен кăтартăвĕсем тата ÿсĕмлĕрех. Ирина Константинова, Галина Никифорова, Тамара Леонтьева кашни ĕнерен тăватă пин килограмм ытла сума пултарчĕç.
Ÿсĕмсем чăннипех сумлă, курăмлă. Вĕсем ырми-канми вăй хурса ĕçлекен çынсемсĕр пулман. Акă, механизаторсен ĕçĕ-хĕлне илер. Выльăхсене тулăх хĕл каçарма, продукци илессине ÿстерсе пыма 5104 тонна сенаж, 716 тонна утă хатĕрлесе хăварнă, хÿхĕм çитĕннĕ кукурузăна типтерлĕ силосланă.
Малта пыракан механизаторсемпе водительсене ятран асăнса хăварар-ха. Владимир Михайлов комбайнер 1380 тонна тырă пухса тĕшĕленĕ, унăн ĕçтешĕ Василий Николаев 666 тонна тырă вырнă. Леонид Христанов водитель уй-хиртен йĕтем çине 920 тонна тырă турттарнă. Уй-хир пуянлăхне пÿлмене кĕртме Александр Зайцев водитель нумай вăй хунă, 710 тонна тырă турттарнă. Вырма тапхăрĕнче Александр Николаевпа Владимир Степанов шоферсен тăрăшулăхне ырăпа асăнмасăр иртме çук. Механизаторсен йышĕнче тыр-пул шăпишĕн ырми-канми вăй хурса ĕçлекенсем татах пур. Александр Григорьев, Андрей Осипов, Сергей Степанов, Виталий Степанов трактористсем çĕршер гектар кĕрхи çĕртме турĕç, çитес çулхи тухăçшăн çирĕп никĕс хучĕç.
В.МОСКВИН.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии