Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ кĕнекене кĕрĕç

08:47 03 октября 2015 г.

Килес çул республикăра тата ун тулашĕнче пурăнакан кĕçĕн çулхи чăвашсем Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă çыравçăсен кĕнекисене те алла тытса вулама пултарĕç.

Чăваш ен Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. 12 автор сĕннĕ алçырусенчен виççĕшне суйласа илнĕ.

Аçăмçырминче çуралса ÿснĕ паллă журналист-çыравçăн Галина Антонован (Матвееван) «Курак тăманĕ» алçырăвĕ «Шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлавсем» номинацире çĕнтернĕ.

Мăн Элменте çуралса ÿснĕ тепĕр паллă çыравçăн Ольга Куликован «Сарă кĕпе» алçырăвĕ вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем валли çырнă произведенисен ушкăнĕнче палăрнă.

Çĕнтерÿçĕсене укçан хавхалантарнă.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика