11:36 21 сентября 2015 г.
Сентябрĕн 27-мĕшне Раççейре чупу кунĕ тесе палăртнă. Çакна кура çĕршывра пурăнакансем яланхиллех «Наци кросне» старта тухĕç. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри çĕршер, пиншер çын хутшăнать.
Спорта, физкультурăна юратакан район çыннисем те «Наци кросне» тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Республикăра кăçалхипе вăл вуниккĕмĕш хут иртет. Пĕлтĕр унта пĕтĕмпе чупма кăмăллакан 59,5 пине яхăн çын хутшăннă. Вăрнарта – 1 пине яхăн. Кăçал та çакăнтан сахал пулмалла мар.
«Наци кросне» тухакансем ÿсĕм çулне кура 4000, 1000 тата 2000, 6000, 8000, 12000 метра чупĕç. Ертÿçĕсем те хăйсен хушшинче тупăшĕç. Чи пултаруллисем парнесĕр юлмĕç.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии