Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Палли – кам валли?

10:03 21 сентября 2015 г.

Вăрнар Арбатĕнче автомобильсене çÿреме чарас ыйтăва поселок çыннисем хаçатра хускатнăччĕ, ку ыйтăва пĕрлехи информаци кунĕсенче паракансем те пулчĕç. Çакăн хыççăн Советски урампа Ашмаров урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта кунта çуран çÿрекенсен зони, унта транспортпа кĕме юраманни пирки паллă вырнаçтарчĕç.Тĕлĕнмелле те, анчах та водительсем ку çул-йĕр паллине кура тăркачах йĕркене хăюллăн, сĕмсĕррĕн пăсаççĕ, ик еннелле те хăрамасăрах чупаççĕ.

Ку çул лаптăкне, ачасемпе уйрăмах йышлă çÿрекен вырăна кам хушăвĕпе, ирĕкĕпе уçнине нумайăшĕ ăнланмасть. Малтан, Арбата тин йĕркелесен, кунта вырнаçнă организацисен тата суту-илÿ точкисен автомашинисемсĕр пуçне икĕ енĕпе те ют машина кĕрсе çÿреместчĕ. Чару пулнă – пурте пурнăçланă. Халĕ вара мĕн улшăнчĕ; Çакнашкал йĕркене нивушлĕ тавăрма пулмасть; Ача-пăча площадкине те хăраса кăна каçмалла, тепĕр водительсем «зебра» тĕлĕнче те чарăнса тăмаççĕ.

Çул-йĕр инспекторĕсен ахаль те ĕç нумай, анчах та хушăран та пулин çак вырăнта йĕркелĕхе сыхласан тем пекехчĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика