Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăлăхсене – хваттерсем

09:14 16 сентября 2015 г.

Эрнекун районти 12 тăлăх ачашăн савăнăçлă кун пулнă – вĕсем çĕнĕ хваттер уççисене алла илнĕ

Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем валли поселокри Ленин урамĕнчи 45-мĕш позицире çурта Иван Сандомиров ертсе пыракан хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организаци кĕске вăхăтра çĕклесе лартрĕ, хăтлăх кĕртрĕ, хваттерсене уçă илнĕ кунранах пурăнмалла туса пачĕ.

– Сирĕн ĕмĕт пурнăçланчĕ, халĕ эсир хăтлă условисенче пурăнма тытăнăр. Йĕркеллĕ, çĕршыв патриочĕсем пулăр, çирĕп çемье çавăрăр, ачăрсене телейлĕ малашлăх парнелĕр. Патшалăх сире пурнăçăн малтанхи утăмĕнче мĕнлерех парне кÿчĕ! – саламланă район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çамрăксене уçăсем тыттарнă май.

Пурнăçăн тĕрлĕ сăлтавне пула ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă çамрăксем çывăх вăхăтрах çĕнĕ вырăна куçассине палăртнă.

Пĕлтĕр Чернышевский урамĕнче 30 тăлăха хваттерсемпе тивĕçтернĕччĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика