Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрлехи сасăлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ

16:39 14 сентября 2015 г.

Вырсарникун, Пĕрлехи сасăлав кунĕнче, Вăрнар районĕнче пурăнакансем те хăйсен ырлăхĕшĕн тăрăшассине чунтан шанса хăйсен шухăшне палăртрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхне суйланисĕр пуçне депутатсен район тата ял-хула поселенийĕсен Пухăвĕсен депутачĕсен çĕнĕ йышĕ йĕркеленчĕ.

Районти суйлав округĕсене иртенех çын йышлă пычĕ. Территорири суйлав комиссийĕн даннăйĕсем тăрăх, суйлава списока кĕртнĕ çынсен 76,4 проценчĕ хутшăннă.

Чăваш ен Пуçлăхĕн суйлавне илес пулсан, вăрнарсен пысăк пайĕ хăйĕн сассине Михаил Игнатьевшăн пачĕ: 12740 çын е сасăлавçăсен 71, 51 проценчĕ. Халăх ăнах ĕненсе сасăлани Михаил Васильевичăн республикăшăн тунă ырă, аталануллă ĕçĕсемпе çыхăнчĕ-тĕр. Эппин, халăх ăна çирĕп шанать.

Олег Николаев сасăлавçăсен – 15,05, Валентин Шурчанов – 8,3, Константин Субботин 2,13 процентне пухрĕç.

Депутатсен 6-мĕш сасăлаври Вăрнар район Пухăвĕн депутачĕсен йышĕ ытлашшиех улшăнмарĕ, чылай депутат тепĕр срока юлчĕ.

Халăх суйлава малашлăхлă ĕмĕтсемпе хутшăнчĕ, хăйсен сассине пачĕ. Эппин, суйланнă кандидатсен те çынсен шанăçне хуçас марччĕ, ун тăнăçлăхĕшĕн-ырлăхĕшĕн чунтан тăрăшасчĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика