Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Комментарии о рейтинге врио главы Чувашии Михаила Игнатьева

11:09 08 сентября 2015 г.

Иван ФЕДОРОВ, хурт-хăмăр ăсти:

– Чăваш енре предпринимательсене аталанма условисем туса пани савăнтарать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Санкт-Петербургра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче пирĕн республика инвестици климачĕн тăрăмĕпе наци рейтингĕнче тăххăрмĕш вырăн йышăннине пĕлтерчĕ. Çакă кашни чăваш çыннине мăнаçлантармалла.

Юлашки çулсенче республика аталанăвĕшĕн вуншар инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Çакă тата ытти кăтартусене пулах ĕнтĕ регион ертÿçин Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿсрĕ.

 

Юрий Львов, Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ:

– Чăваш Республики Раççейри спортпа чи туслă регионсен шутне кĕнинче пирĕн, вăрнарсен те, тÿпе пур, ахăртнех. Район спортсменĕсем, вăл шутра кĕрешÿçĕсен пысăк пайĕ, тĕрлĕ шайри ăмăртусен пьедесталĕсем çине хăпарма тивĕçеççĕ. Юлашки çулсенче республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, спорта аталантарассипе пысăк ĕçсем пурнăçларĕç. Спорт залĕсем çĕнелеççĕ, Пăр катокĕ уçăлчĕ. Условисем туса панине кура çынсем те сывă пурнăç йĕркине ытларах туртăнни сисĕнет. Çакă савăнтарать.

Паллах, ку ĕçсем республика ертÿлĕхĕн пуçарăвĕсĕр пулмаççĕ. Çавăнпа та Михаил Игнатьев наци рейтингĕнче лидерсен йышĕнче çирĕпленни ăнсăртран мар.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика