15:47 16 июня 2015 г.
Раççей кунĕ ячĕпе районта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Культура çурчĕн ĕçченĕсем Вăрнарти кану паркĕнче концертпа савăнтарчĕç. Çамрăк граждансем вара чаплă лару-тăрура хăйсен тĕп документне – паспорта – илчĕç.
Маларах вăрнарсен Акатуйне хутшăннă май, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 14 çул тултарнă ултă çамрăка – Максим Никифорова, Евгений Никифорова, Андрей Варламова, Александр Малышова, Артемий Магушова тата Ольга Митрофанована – паспортсем парса чысланăччĕ.
Хальхинче ЗАГС пайĕнче вĕсене Вăрнарти Богдан Егоров тата Леонид Канюков тивĕçнĕ.
Паллă пулăмпа каччăсене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – пай пуçлăхĕ Николай Петров, Раççей миграци службин Вăрнарти пункчĕн инспекторĕ Евгений Волков, ЗАГС пуçлăхĕ Татьяна Филиппова саламланă.
Хамăр инф.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии