15:28 26 мая 2015 г.
Чăваш енре республикăн патшалăх граждан служащийĕсем коррупцирен асăрханса палăртнă чарусене пурнăçлассине, службăра çынсем хăйсене мĕнле тытмалли требованисене пăхăнассине тивĕçтерес енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ.
Патшалăх органĕсем ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ тупса палăртнă тĕслĕхсем тĕлĕшпе йĕркеленĕ 5 тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх 4 служащие дисциплина енĕпе явап тыттарнă.
Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕ çак çынсем хуçалăх субъекчĕсен управленине хутшăнма пултарни çинчен калакан информаци панине кура патшалăх органĕсем хальхи вăхăтра 4 служащи тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттереççĕ. Пĕр служащи тĕлĕшпе çакнашкал тĕслĕхе çирĕплетнĕ те – вăл патшалăх граждан службинчен пăрахса кайнă.
Унсăр пуçне кăçалхи март–апрель уйăхĕсенче Чăваш ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ патшалăхăн пилĕк органĕнче вĕсем патшалăх граждан служби çинчен калакан саккуна мĕнле пурнăçланине, служащисем коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккуна пăхăннине тĕрĕсленĕ. Çавна май 31 служащи тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттермелли сăлтавсене тупса палăртнă. Çав шутра – банксенче тата ытти кредит организацийĕсенче счетсем пуррине кăтартманни, тупăш çинчен, акцисем пурри пирки туллин пĕлтерменни. Çак самантсем интерессен хирĕçтăрăвне çуратма пултараççĕ.
Республикăн патшалăх органĕсенчи тĕрĕслевсене малалла тăсĕç.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии