10:19 15 апреля 2015 г.
Çарпа патриотизм воспитанийĕ парас тата граждансене çар хĕсметне хатĕрлес енĕпе ĕçлекен ЮНИТЭКС центрĕ пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ ял шкулĕсем хушшинче волейбол енĕпе республика чемпионатне йĕркелет..
Иртнĕ эрнере Муркаш районĕнче ку вăйăсен финалĕ пулнă. Чăваш енри 24 команда хушшинче Кÿстÿмĕрти шкулăн хĕрсен ушкăнĕ те пулнă: Анастасия Васильева, Алена Васильева, Мария Волкова, Диана Борисова, Марианна Орлянкова, Мария Егорова, Аня Скворцова тата Дарья Николаева.
Çивĕч кĕрешÿре район чысне хÿтĕленĕ команда виççĕмĕш вырăн йышăнса медальсемпе Хисеп грамотисене, парнесене тивĕçнĕ. Тренерĕ – Николай Федотович Афанасьев.
Кÿстÿмĕр хĕрĕсем маларах Вăрнар район Кубокĕшĕн пынă вăйăсенче те кĕмĕл призерсем пулса тăнă. Хĕрарăмсем хушшинче чемпионсем – Вăрнарти «Импульс» команда волейболисчĕсем. Çĕрпелсем виççĕмĕш вырăнта.
Ку турниртах арçынсенчен чи маттуррисем Çĕрпел ял çамрăкĕсем пулнă. «Химик-Август» иккĕмĕш, Вăрнар газовикĕсем виççĕмĕш вырăнта. Ăмăртăва тăхăр команда хутшăннă.
Калининăри шкул-интернат команди вара сĕтелçи теннис енĕпе çĕнтерÿллĕ вырăн йышăнса республика команди йышĕпе Пĕтĕм Раççейри инвалидсен çуллахи иккĕмĕш спартакиадине хутшăнма тивĕçнĕ. Ачасене ăмăртăва хатĕрлекенĕ – Лев Николаевич Ефимов. Спартакиада август уйăхĕнче пулать.
Ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕсен те халĕ спортăн ку тĕсĕнче çитĕнÿсем тума майсем ÿсрĕç. «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ сĕтелçи теннис пĕрлешĕвĕ валли çĕнĕ йышши спорт инвентарĕ туянса панă.
Николай Есенцев педагог пултаруллă спортсменсен пĕр ăрăвне кăна çитĕнтермен. Юлашки 6–7 çулта ун команди республикăри ăмăртусен призлă вырăнĕсенчен чакман.
Кире пуканĕ йăтассипе иртнĕ Чăваш ен чемпионатĕнче те çитĕнÿсем пур. Анатолий Михайлович Иванов ветеран 70 çулхисенчен аслăраххисем хушшинче кĕмĕл призер пулса тăнă. «Вăрăм цикл» дисциплининче 12-шер кг таякан икĕ кире пуканне 80 хутчен çĕкленĕ.
Çулĕсемпе çамрăк мар пулин те спорт тусне яланах спортзалра курма пулать. Нумай çул ĕнтĕ вăл йывăр атлетикăпа, халĕ кире пуканĕпе те кăсăкланать. Ÿт-пĕве куллен пиçĕхтермесĕр, ĕçлемесĕр çитĕнÿсем пулмассине аван пĕлет вăл.
Халĕ Анатолий Михайлович Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне халаллакан республика турнирне хутшăнма хатĕрленет.
С.ЧИКМЯКОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии