15:31 03 апреля 2015 г.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн республикăра, çав шутра хамăр районта та, патриотизм туйăмне вăратакан тĕрлĕ-тĕрлĕ кăсăклă мероприяти иртет. Вĕсем уйрăмах паянхи ăрăвăн чунĕсене хускатас, вĕсене историн чăн страницисене вĕрентес тĕллевлĕ. Раççей Федерацийĕн обществăлла палати пуçарнă «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи часавай» акци те çак задачăнах лартать.
,нер ун йĕркипе Çĕнтерÿ Ялавĕн копийĕ Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкула çитрĕ, чаплă лару-тăрура çар-патриотизм кĕтесĕнче çирĕпленчĕ. Чăннипе, Çĕнтерÿ символне çамрăк патриотсем черетпе кунĕпех йăтса тăчĕç.
– Çак акци пире совет халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче иксĕлми паттăрлăхне ĕмĕр асра тытма хистекен пулăм. Эсир Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнчи караула пысăк чыспа тата тивĕçпе тăрасса шанас килет, – терĕ район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ Галина Виноградова линейкăна уçнă май.
Çĕнтерÿ символĕ шкула çитнĕ-çитменех ачасен ун тĕлĕшпе ыйту нумай çуралнă – Ялав çине çырни мĕне пĕлтерет, хăш-пĕр сăмахсене мĕншĕн кĕскетнĕ тата ытти те. Çавăнпах-тăр истори учителĕ Тамара Александровна Алексеева Çĕнтерÿ Ялавĕн историйĕпе паллаштарнине ачасем шыв сыпнăн итлерĕç.
Çĕнтерÿ Ялавĕн копийĕ ку шкулта виçĕ кун пулать, ун хыççăн графикпа районти ытти вĕрентÿ учрежденийĕсене çул тытать. Акци йĕркипе кашни шкултах линейкăсем ирттерме палăртнă. Май уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне вăл Вăрнарти 2-мĕш шкула каялла таврăнĕ, Ялава ачасем юбилейлă уявра мăнаçлăн йăтса утĕç.
Акци «Эпир – Аслă Çĕнтерĕвĕн эткерçисем!» девизпа иртет.
С.ЧИКМЯКОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии