Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аталану çулĕпе

15:21 03 апреля 2015 г.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче фермер хуçалăхĕсене малашне те аталантарса пымаллине палăртнă. Кĕçĕн Кипекри Игорь Николаевич Сергеев выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕренпе 3 çул çитрĕ. Ятлă-сумлăскер, мăйракаллă шултра выльăхсен шутне 59 пуçа çитерчĕ, вĕсенчен 36-шĕ – сăвакан ĕнесем. Кунти сĕт-çу фермин коллективĕ кăçалхи икĕ уйăхра кашни ĕнерен 334-шар килограмм сĕт суса илчĕ, самăртма тăратнă ĕне-выльăхсен талăкри ÿт хушаслăхĕ 750 грамран иртрĕ.

Игорь Сергеевăн фермер хуçалăхĕ тĕпрен çĕнелсе улшăнчĕ. Витесенчи алă ĕçне техника вăйĕ çине куçарса çитернĕ. Ĕнесене апат парассине, шăварассине, каяш тасатассине, сĕт сăвассине йăлтах механизациленĕ. Лилия Петровăпа Альбина Григорьева дояркăсем хăйсен тивĕçне тÿрре кăларса пыраççĕ.

– Выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте йывăрлăхсенчен хăраман, яка çулпа утма хăнăхман çынсем çеç çитĕнÿ тума пултараççĕ. Халĕ эпир кашни ĕнерен куллен 15-шер килограмм сĕт суса илетпĕр, – теççĕ ырă ята тивĕçнĕ дояркăсем.

Фермер хуçалăхĕн ăнăçлăхĕ – выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене нумайрах туса илнипе пĕрлех, вĕсене çийĕнчех вырнаçтарнинче, хаклăрах хакпа сутса, тупăш ытларах курнинче. Унсăрăн фермер хуçалăхне малалла аталантарма, ăна усăллă, тупăшлă тума çук. Акă мĕншĕн Игорь Николаевич куллен тупăш ытларах илес, тăкаксене чакарса пырас, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене çийĕнчех сутма васкавлă килĕшÿсем тăвас ĕмĕтпе пурăнать. Халĕ вăл Пăрачкав районĕнчи предпринимателе пысăк пахалăхлă сĕте 1 килограмшăн – 22 тенкĕпе сутса тăрать.

– Игорь Николаевич, калăр-ха, тархасшăн, малашнехи тĕллевсем мĕнлерех; – ыйтуллăн пăхрăм ун çине.

– Ăратлă выльăхсен шутне ÿстересси, сăвакан ĕнесен йышне 100 пуçа çитересси. Витесем çителĕклĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеме 435 гектар пур. Юлашкинчен çакна каласа хăварам: фермер хуçалăхĕнче кирек мĕнле ĕç çине те чăн-чăн хуçа пек пăхмалла. /сĕм турăн – пурлăхна типтерлĕ аллуна ил, ăна усăсăр аяккалла ан салат, малашне çиччĕ виçсе пĕрре касма хăнăх. Паянхи пурнăç киввине – çĕннипе, япăххине – лайăххипе улăштарма хистет, – çакна тĕпе хурса ĕçлет аталану çулĕпе çирĕппĕн утакан И.Сергеев.

В.МОСКВИН.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика