09:16 20 марта 2015 г.
«Пурнăçра хăйсене хăрушсăр тытма, инкексенчен асăрханма ачасене мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле. Енчен те вĕренекен килте те, шкулта та пĕрмаях асăрхаттаруллă информаципе паллашать-тĕк, вăл хăрушлăхпа çыхăннă чылай самантра хăйне хÿтĕлеме пултарать», – палăртаççĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем.
Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн инженерĕ Ирина Максимова тата ВДПО-н Вăрнарти вырăнти уйрăмĕн председателĕ Людмила Калитова ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсемпе тĕл пулнă. Хăрушсăрлăх урокĕнче калаçу, тĕпрен илсен, пушарсен сăлтавĕсем пирки пынă. Пушар хуралĕн сотрудникĕсем вĕренекенсене районти лару-тăрупа паллаштарнă, февралĕн 23-мĕшĕнче республикăри тĕрлĕ районта алхаснă синкерлĕ инкексем çинчен уйрăммăн чарăнса тăнă. Çамрăксем çулăмпа кĕрешмелли пĕрремĕшле хатĕрсемпе паллашнă, пушар сÿнтерекенсен кăткăс служби пирки нумай çĕннине пĕлнĕ.
И.ЯКОВЛЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии